АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУЛЛИ КĂМĂЛПА САВĂНЧĔÇ

01 июля 2009 г.

 

Июнĕн 27-мĕшĕнче, Çамрăксен кунне халалласа, Элпуç ял поселенийĕнче савăнăçлă уяв йĕркелерĕç. Мероприятие пилĕк ялтан — Тутар тата Чăваш Элпуçĕсенчен, Хирти Выçлирен, Хирти Мăратран, Явăшран художество пултарулăх ушăкăнĕсем хутшăнчĕç. Сăмах май каласан, республикăра та, районта та Элпуç ял поселенийĕн тăрăхĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕн шайĕ çÿллĕ пулнине вĕсен кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. Çитĕнĕвĕн тупсăмĕ — илемлĕ юрăсем шăрантарнинче, халăха çывăх пулнинче. Вырăнти пуçлăхсем епле ĕçленинчен те килет пуль.

Савăнăçлă уяв Хирти Мăратри культура çуртĕнче иртрĕ. Ачасем, аслăраххисем хаваслă кăмăлпа пуçтарăнчĕç.

Пухăннисене малтанах культура çурчĕн директорĕ Наташа Павлова праçник ячĕпе ăнăçу сунса саламларĕ. Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Павлович Носов сăмах тухса каларĕ, пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Пур-ха пирĕн хушăра уявсен йăла-йĕркисене тытса пыракансем. Çавăн пек хастар та пултаруллă çынсем пурри ял пуласлăхĕ пĕтменнине çирĕплетет»,— терĕ Николай Павлович. Сăмахĕсем Николай Зайцев ял старости пирки пулчĕç. Мĕншĕн тесен çак уяв пуçаруçи шăпах çавă.

Сцена çине артистсем умлă-хыçлă тухрĕç. Чи-чи пултаруллисем — Настьăпа Оля Аполоновасем «Пилеш кайăксем», «Аякри юмах» юрăсем шăрантарчĕç. Куракансем те юрăсене килĕштерсе пĕрле юрларĕç.

Уява пуçтарăннисене тутлă шÿрпепе сăйларĕç, ачасене мороженăйпа тата ытти пылак апат-çи-мĕçпе хăналарĕç.

Спорт ăмăртăвĕсене элпуçсем тĕплĕ хатĕрленнĕ. Аслăраххисем икĕ — «Березка» тата «Сирень» командăсене пайланса тĕрлĕ енĕпе тупăшрĕç. Арçынсем сахал пулнăран, хĕрарăмсем «рыцарь» пулса кĕрешрĕç, михĕсемпе сиксе ăмăртрĕç, ункăсене те хăйсен йĕри-тавра çавăрчĕç, волейболла вылярĕç, кеглисемпе те утса кăтартрĕç... Пурне те каласа та пĕтерес çук. Вĕсене Наташа Павловапа Самат Сейфуллов ирттерчĕç. Пĕчĕккисемпе вара Олеся Никифорова «Хаваслă стартсем» йĕркелерĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса чысларĕç. Савăк кăмăл, янăравлă кулă хуçаланчĕ ăмăртусем вăхăтĕнче Хирти Мăратри культура çурчĕн картишĕнче.

Мероприятие ирттерме Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов, «Дружба» ЯХПК ертÿçи Р.М.Мансуров, «Кооператор» ПК директорĕ Е.А.Карпеева, «Илнар» (Фасхутдиновсем), «Йолдыз» (Асеиновсем) магазинсем тата ыттисем те укçа-тенкĕпе спонсорла пулăшу панă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика