01 июля 2009 г.
Хăшпĕр çынсем тĕрлĕ енлĕ ăста пулаççĕ. Ун пеккисем пирĕн районта та сахал мар. Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Валерий Васильевич Кокорев та çавăн пекех тесшĕн. Вăл историк, спортсмен, хуткупăсçă-баянист, ăшă кăмăллă çын. Валерий Васильевич çак кунсенче 70 çул тултарчĕ. Ун çине пăхатăн та пĕрре те вăл çав çула çитнине ĕненес килмест. Яланхилле вăр-вар, сăнĕпе çамрăк, çывăх тусĕ велосипед, ун çинчен анмасть те пулĕ. Кирек ăçта унпа çитет.
В.Кокоревăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ. Çĕнтерÿ пулнă çул вăл 6 та тултарайман. Ашшĕне салтака ăсатнă чухне амăш варĕнче юлнă. Ачалăхĕ вăл çулхисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Колхозра ĕçленĕ. Çул çитсен çара кайнă. Вăл 1958 çулта салтак тумĕ тăхăннă. 3 çул Кемеровăра служба ирттерсе командованинчен чылай тав хучĕ илнĕ.
Унтан таврăнсан Канашри педагогика училищинче пĕлÿ пухнă. Кайран, çак районти Янкăлч, Катек, Туçа (халĕ Йĕпреç районне кĕрет) шкулсенче пионервожатăйра ĕçленĕ. Музыка, физкультура, рисовани урокĕсем ирттернĕ.
Кĕçех ăна тăван района яраççĕ. Темиçе уйăх Вăрманхĕрри Чурачăкра тăрăшнă хыççăн, 1964 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен, вăл Аслă Чурачăк ялĕнче ĕçлеме тытăнать. 23 çул унта физкультура, музыка, каярахпа истори урокĕсене ертсе пырать. Хăй пултаруллă педагог пулнине çирĕплетет. Шкула тăван ялтан тÿртен çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе çÿренĕ. Çут çанталăкра темĕнле лару-тăрăва та лекет. Йĕпи-сапине те, çил-тăвăлне те... Çапах та темĕнле пулсан та урока ĕлкĕрме тăрăшать.
Эпĕ хам та çав шкулта вĕреннĕ май, Валерий Васильевича аван пĕлетĕп. Вăл физкультурăпа вĕрентнĕ вăхăтра шкул спорт ăмăртăвĕсенче кĕрлесе çеç тăнă. Çăмăл атлетика-и, йĕлтĕр-и — аслăчурачăксем малти вырăнсене йышăннă. Çакна унта вĕренме 5—6 ялтан ачасем çÿренипе те сăлтавлама пулать пулĕ. Анчах та вĕсене пĕр тĕвве пуçтармалла, тренировкăсене пĕлсе йĕркелемелле пулнă-çке. Кунти шкул команди футболла выляса 3 çул район Кубокне алăран яман. Ытти çулсенче те 2—3-мĕш вырăнсем йышăннă. СССР чемпионкин Вера Чернован призĕсемшĕн йĕлтĕрпе чупса ирттернĕ ăмăртусенче те 1—3-мĕш вырăнсене алăран вĕçертмен.
Астăватăп-ха, музыка урокĕсенче пĕчĕкскерсене нотăсем вулама вĕрентетчĕ. Музыка терминĕсене ăнлантаратчĕ.
Хуткупăспа выляма, музыка ăнлавĕсене ăçтан чухлама вĕреннĕ эсир тесе ыйтрăм хальхи тĕлпулура. «Çарта баян пурччĕ. Самоучитель тăрăх ăна турткаласа кĕвĕ-çемĕ ĕнерме тăрăшаттăм. Аванах выляма хăнăхрăм. Анчах пĕлÿ сахал, ăсталăх çитмест, çакна ăнлантăм. Канашра пĕлÿ илнĕ чухне методиста 3 тенкĕ тÿлесе вĕрентме тара тытрăм. Астăватăп-ха пĕрремĕш концерта. Канаш районĕнче пĕрремĕш хут сцена çине «Сад» вырăс халăх юррипе тухрăм»,— каласа парать Валерий Васильевич.
Аслă Чурачăкра ĕçленĕ чухне шкулта пĕр концерт та вăл сцена çине тухмасăр иртмен. «Заветы Ильича» колхозăн пĕрлештернĕ хорĕпе районти смотр-отчетсене те тăтăшах хутшăннă. Кÿршĕ ялсене те юрă-ташă парнелеме çÿренĕ.
1970 çулта вăл куçăн мар майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн шкулта истори вĕрентме пуçланă. Унăн урокĕсем интереслĕ иртетчĕç. Тăтăшах экскурсисем йĕркелетчĕ.
1987 çул хыççăн вăл мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Кĕçĕн Каçал шкулĕнче ачасене пĕлÿ панă.
Сăмах май каласан, хамăр хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, унăн ашшĕ, Василий Степанович, 94 çулта, амăшĕ, Мария Ивановна, 90 çулта. Апла пулсан Валерий Васильевича вĕсенчен те ытларах пурăнма ăнăçу, сывлăх сунар.
Источник: "Каçал Ен"