01 июля 2009 г.
1936 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче СССР Халăх Комиссариачĕн Совечĕ Патшалăх автоинспекцийĕ çинчен калакан Постановлени йышăннă, çав инспекци çинчен Положени çирĕплетнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă вăхăтра транспорт куçăмне йĕркелесе тăнисĕр пуçне пушарсене сÿнтерессипе, ишĕлчĕксем айĕнчен çынсене кăларассипе те ĕçленĕ ГАИ ĕçченĕсем. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн светофор пулман, регулировщиксем те çитмен. Нумайăшĕ вĕсенчен йывăррипе пăрахса кайнă. Авари пулнă çĕре те инспекторсем çуран çитнĕ — транспорт пулман вĕсен.
Малтанхи светофорсем ĕçлеме пуçласан, çул-йĕр милицийĕн ĕçĕ чылай çăмăлланнă. Каярахпа ГАИре ĕçлекенсене мотоциклпа, хăвăртлăха виçмелли приборпа, жезлпа тивĕçтернĕ.
Хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕ — шалти ĕçсен пайĕн хăрушсăрлăх милицийĕн структурлă подразделенийĕ. Паянхи кун унăн тĕллевĕ — транспорт хатĕрĕ çул çине тухсан киле инкек-синкексĕр таврăнтăр, çын ан амантăр, пурнăçĕ вăхăтсăр ан татăлтăр тесе тăрăшасси.
Районти çулсем çинчи йĕркешĕн тăрăшакан коллектива Николай Анатольевич Райков ертсе пырать. Паянхи кун коллектив пысăках мар, çиччĕн вĕсем. Административлă практика ĕçĕсене туса пыракан Сергей Геннадьевич Абржин пирки ĕçтешĕсем ырăпа кăна калаççĕ. Владислав Андреевич Кондратьев ГИБДД уйрăмĕнче 10 çул ытла тăрăшать, район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытать.
Тăрăшаççĕ, вăй хураççĕ, хăйсен вăхăчĕсене шеллемеççĕ инспекторсем. Вĕсем çĕрĕн-кунĕн постра. Çул çинче çирĕп йĕрке пултăр тесе тăрăшаççĕ. Владимир Анатольевич Оленев, Михаил Васильевич Иванов, Алексей Витальевич Кураков тата Дамир Вагизович Алиуллин патрульпе çул-йĕр инспекторĕсем хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçласа пыраççĕ, ячĕсене çÿлте тытаççĕ. Çавăн пек инспекторсем постра тăрсан районти çул-йĕр çинче йĕрке яланах çирĕп пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"