АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇ ВЫЛЬĂХĔСЕМ КИРЛЕХ

01 июля 2009 г.

 

Лаша хресченшĕн яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Унпа ака-суха ĕçĕсем тунă, утă-улăм илсе килнĕ, вăрмана çÿренĕ... Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Паянхи кун та çак выльăх ĕçре. Йăран çырса çĕрулми анисене кăпкалатаççĕ, выльăх апачĕ турттараççĕ, милĕк касма та çÿреççĕ. Уйрăм çынсенчен утсем тытакансем йышлансах пыраççĕ. Лаша хăйне хăй тăрантарать, теççĕ халăхра. Анчах та пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче вĕсен йышĕ çулсерен чакса пыни сисĕнет. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçалхи çул тĕлне вĕсен шучĕ 20 пуçа яхăн сахалланнă. «Алга» ЯХПКра—1, «Победăра» — 2, «Изамбаевăра» — 4 пуç анчах. Çав вăхăтра «Урожай» колхоз 90 пуç çак выльăха тытать. «Дружба», «Труд», «Восток», «Луч», «Асаново», «Искра» хуçалăхсенче вĕсен йышĕ сахал мар.

Районĕпе ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç выльăхĕсем 460 пуç ытла. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техника хаклă чухне, лашасем те чылай ĕçе пурнăçлама май параççех.

Çакна çÿлерех асăннă хуçалăхсем аван ăнланаççĕ. «Искра», «Урожай» колхозсем, «Восток», «Пайгас» ял хуçалăх кооперативĕсем, «Дубовка» ООО темиçе пуç пулин те лашасен йышне ÿстернĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика