24 июня 2009 г.
Шывсăр этемлĕхĕн пурнăç çук пулин те, тепĕр чухне вăлах пысăк хăрушлăх, чрезвычайлă лару-тăру çăлкуçĕ те пулса тăрать. Çĕр çийĕн 2/3 пайне шыв йышăнать. Асăрханма пĕлмесен, кирек хăш шыв объекчĕ те инкек кÿме пултарать. Çавăнпа та шыв çинче хамăра мĕнле тытмаллине тепĕр хут аса илтерес тетĕп.
Июнĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕн пуçламăшĕнче çанталăк шăрăхлатса ячĕ. Çав тапхăрта Чăваш Республикинчи шывсенче çынсем вилнĕ тĕслĕх нумайланчĕ. Оперативлă кăтартусем тăрăх, кăçалхи июнĕн 12—14-мĕшĕсенче республикăри юханшывсенче 6 çын, уйăх пуçланнăранпа пурĕ 9 çын путса вилнĕ (вĕсенчен иккĕшĕ — ачасем). Акă, июнĕн 12-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Чантăр ялĕнчи кÿлĕре, аслисем пăхса ĕлкĕрейменнипе, 2000 çулта çуралнă Сергей Семенов путнă. Тепĕр кунне, июнĕн 13-мĕшĕнче, Шăмăршă районĕнче çĕрле шыва кĕнĕ чухне 1968 çулта çуралнă арçын путса вилнĕ.
Пирĕн районти лару-тăру та чаплах тесе калаймăн. Умлăн-хыçлăн тенĕ пекех икĕ çыннăн пурнăçĕ шывра татăлчĕ. Хушамачĕсене кăтартас килмест, пĕри Элпуç ял поселенийĕнчен, тепри Тури Тимĕрчкасси çынни. Вĕсем путса вилнин сăлтавĕ — эрех ĕçнĕ хыççăн шыва кĕни.
Шывра урана шăнăр туртса лартни — чи пысăк хăрушлăх. Çапла пулса тухсан тÿрех хăраса ÿкмелле мар. Пĕр-ик çеккунта шыв айне анса шăнăр туртнă урана пуç пÿрнинчен тытса хăвăр çине пĕтĕм вăйран туртмалла.
Кам та пулин путма пуçланине асăрхасан пулăшу хатĕрĕсем алă айĕнче пуррипе çуккине пăхса илĕр. Çăлав çаврашкине 20—25 метра ывăтса пама пулать, кимĕ çинчен — кăшт аяккарах. Путакан патне ишсе пырса ун айне хыçалтан чăммалла, çÿçĕнчен тытса çÿлелле туртма пуçламалла. Çакна ан манăр: вăл та сире ярса илсе аялалла сĕтĕрме пултарать. Инкек курнăскере çырана илсе тухсан, çăварĕпе сăмсине хăйăр е юшкăн кĕнине пăхăр. Пуçне айккăн çавăрса тасамарлăха пÿрнепе тасатса кăлармалла. Кун хыççăн çынна хырăмĕпе хăвăр чĕркуççи çине хумалла, пуçне çÿлелле çĕклеттермелле. Янахне тытса çăварне уçтармалла. Тарăннăн сывласа илĕр те тутусене ун тутисем çине тытăр, ун çăварне вăйпа сывлăш кĕртĕр. Çакăн хыççăн вăл хăех сывласа кăлармалла.
Енчен те чĕри тапни илтĕнмесен, искусствăлла сывлава чĕре массажĕпе пĕрле тăваççĕ. Алă тупанĕсене хĕресле хурса выртаканăн кăкăрне хыттăн пусса сывлав çулĕсемпе хырăмĕнчи шыва кăларăр. Çакна питĕ хăвăрт тумалла, кайран çынна çурăмĕ çине çавăрмалла, тÿмисене, пиçиххине вĕçертмелле те искусствăлла майпа сывлаттарма пикенмелле. Чĕркуççи çине тăрăр. Кăкăр шăммине вăл 3—5 сантиметр авăнмалăх пусăр та каялла ярăр. Кăкăр çине хăвăрăн кĕлеткĕр йывăрăшĕпе хыттăн пусмалла. «Васкавлă пулăшу» машини киличченех çапла тăвăр.
Инкексем пурте шыва кĕме ятарласа туман вырăнсенче пулнă. Ачасемпе çапла пулса тухнăшăн аслисене, ашшĕ-амăшĕсене ятламалла пуль.
Организацисемпе предприятисен, учрежденисен ертÿçисен, шалти ĕçсен, сывлăх сыхлавĕн органĕсен, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен шывра çынсен пурнăçĕ ан татăлтăр тесе пĕтĕм вăйран тăрăшмалла. Шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем туса памалла, поселенисенче пĕве-кÿлĕсенче дежурство йĕркелемелле. Шыва кĕрекенсен чи малтан хăйсен асăрхануллă пулмалла, 1872 çулта шывра çăлакансен Обществи кăларнă ансат правилăсене асра тытмалла:
Пĕлмен вырăнта чăммалла мар.
Ятарлă паллăсенчен (буйки) шала иртсе каймалла мар.
Шыв çинче ярса тытмалли вăйăсем ан выльăр.
Вĕрсе хăпартмалли матрассемпе, камерăсемпе ишме юрамасть.
Эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн ÿсĕрле шыва ан кĕрĕр.
Хальхи вăхăтра вĕрентÿ тата ача-пăча учрежденийĕсенче шыври хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ пырать. Педагогсем, ашшĕ-амăшĕсем, аслисем пĕвесемпе кÿлĕсенче, юханшывсенче шыва кĕнĕ чухне харпăр хăйне мĕнле тытмаллине ăнлантарнине ачасем ăса хываççех пуль тетĕп, çакă çамрăксен пурнăçĕ татăласран упрасса шанатăп.
Источник: "Каçал Ен"