24 июня 2009 г.
2009 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕчĕк бизнеса çăмăллăхлă «Бизнес-Авто» çĕнĕ программăпа пирвайхи кредитсем панă. Ăна чи малтан тивĕçнисенчен пĕри — Шупашкарти «Пятилетка» ООО. Пассажирсене турттаракан çак организаци кредитпа илнĕ 1 миллион тенкĕ укçапа ПАЗ-3204 автобус туяннă. Альберт Федоров предприниматель вара 630 пин тенкĕлĕх кредита пассажирсене турттаракан микроавтобус илнĕ çĕре янă.
«Бизнес-Авто» кредита 5 çула параççĕ, ăна илес тесен автотранспорт хатĕрне салука хывмалла. Çулталăкри ставка 17 процентпа танлашать. Асăннă программăпа предпринимательсем туянакан техникăн 80 проценчĕ чухлĕ кредит илме май пур. Заемщиксем кредит тÿлесе пулакан тăкаксен 2Ÿ3 пайне Перекет банкĕпе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министерстви патшалăхăн пĕчĕк бизнеса пулăшмалли программипе килĕшÿллĕн паракан çăмăллăхсемпе саплаштарма пултараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"