24 июня 2009 г.
Иртнĕ эрнекун районти культра çуртĕнче Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе савăнăçлă пуху пулнă. Район больницин тĕп врачĕ М.И. Федорова, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелекенĕ Ю.В. Скворцов шурă халатлă ĕçченсене уяв ячĕпе саламланă, ăнăçу суннă. Чи пултаруллисене, хастаррисене республикăри сывлăха сыхлас ĕç министерствин тата район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысланă. Вĕсене район тĕп больницин ача-пăча уйрăмĕнче тăрăшакан Нина Ананьева медсестра, Çĕнĕ Мăратри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче вăй хуракан шăл тухтăрĕ Анатолий Филиппов, районти тĕп больницăри Эдуард Максимов врач-хирург тивĕçнĕ.
Уяв малалла тăсăлнă май, чи пултаруллă ĕçчене, поликлиникăн чи лайăх кабинетне палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"