АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ДУБОВКА ЯЛĔ 80 ÇУЛТА

20 июня 2009 г.

 

Революциччен хальхи Дубовка тăрăхĕнчи çĕрсем Абалымов улпутăн пулнă. Хăй хальхи Канаш хулинче пурăннă. Çывăхри ялсенчи хресченсем улпутăн уй-хирĕсенчи тарçăра ĕçленĕ. Суха тунă, тырă акса ÿстернĕ, ăна вырса çапса панă. Революци хыççăн улпутран çĕрĕсене туртса илнĕ.

1928 çулта Аслă Каçал ялĕнчи пĕр ушкăн çын хальхи Дубовка ялĕ вырнаçнă тĕлте çуннă вăрман вырăнне килсе çитнĕ. Вĕсем тункатасене кăкласа, йывăçсене тасатса, акмалли çĕр хатĕрлес тĕллевлĕ пулнă. Ĕçе пикеннĕ. Куç хăрать те ал тăвать. Чăнах та, тавралăхри çĕре акма юрăхлă туса çитернĕ. Кĕçех икĕ çемье Аслă Каçалти хăйсен çурт-йĕрне Дубовка тăрăхне куçарнă. И.В.Боровков тата В.Е.Шашкин кил-йышĕ яланлăхах çĕнĕ çĕрте пурăнма тĕпленнĕ. 1929 çулхи çуркунне вара Аслă Каçалтан тата 36 çемье куçса килнĕ. Вырăссемпе чăвашсем килĕштерсе ĕçлесе çурт вырăнĕ хатĕрленĕ, алă вăйĕпе вăрман касса акмалли çĕр тунă, пÿрт-çурт хăпартса лартнă. Часах çĕнĕ яла ят парас ыйту та тухса тăнă. Ятарласа пуху ирттернĕ. Унта кашни хăй шухăшне пĕлтерме тăрăшнă. Ял çумĕнчи вăрманта хăмла çырли тĕммисем ÿснĕ, юмансем, хурăнсем йышлă пулнă. Пĕрисем Малиновка, теприсем — Березовка, виççĕмĕшсем Дубовка ят сĕннĕ. И.В.Боровков яла Дубовка ят пама йышăннă. Чăнах, ку тăрăхра юманлăх кашласа ларнă. Ял варринче ятарласа асăнмалăх хăварнă пысăк юман чылай çул хушши ял ятне палăртса тăнă.

1929 çул вĕçĕнче Дубовкăсем те çĕршывĕпех пуçланнă коллективизаци тапхăрне хутшăнса колхоз йĕркеленĕ. Пĕр вăхăтра 12 хуçалăх хăйсен ирĕкĕпе колхоза кĕнĕ. 1930 çулхи çуркунне Дубовка ялĕнче пурăнакан хресченсем пĕрлешÿллĕ хуçалăха «Дубовка» тесе ят панă. Ăна ертсе пыма Иван Дмитриевич Толмачева шаннă. Вăл нумай çул колхоз председателĕнче тăрăшнă. Малтанхи вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхра 12 лаша тата 4 ĕне пулнă. Каярахпа Улатăртан Красногорбатски 6 пуç ăратлă ĕне туянса килнĕ. Йывăрлăхсем пулнă пулин те, «Дубовка» колхоз ăнăçлă ĕçлесе пынă. Колхоз пуçланнă çулсенче правлени çурчĕ пулман. Вĕсен пĕрлехи пухăвĕсем уйрăм çуртсенче пулнă. И.В. Боровков бригадир тата счетовод ĕçĕсене хăех туса пынă. Пурăна киле колхозниксем правлени, ферма çурчĕсене туса лартнă. Тимĕрçĕ лаççи хута кайнă, çу завочĕ ĕçлеме пуçланă, шыв арманĕ туса пĕтернĕ. Колхоз пурăннă çулсенче Абалымов улпут сачĕ те хуçалăха чылай пулăшу панă. Ватăрах çынсем ăна халĕ те астăваççĕ. Колхозниксен шучĕ те ÿссех пынă. Ялта вырăссен 29 кил, чăвашсен 7 кил шутланса тăнă. Çурхи ака-суха ĕçĕсем хыççăн çулсеренех вăрманти утарта уяв ирттернĕ. Çавăн пек уяв 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче те иртнĕ. Капăр тумлă ял ĕçченĕсен савăнăçĕ нумая пыман. «Вăрçă пуçланнă!» текен сăмах çынсен чĕрисене ыраттарнă. Вăйпитти арçынсем вăрçă хирне тухса кайнă. Шел пулин те, 48 çын вăрçăран каялла таврăнайман.

50-мĕш çулсенче Дубовка, Çĕнĕ Каçал, Васильевка ялĕсенчи хуçалăхсем пĕрлешсе пĕр колхоз йĕркеленĕ. Ăна малтан Хрущев ят панă. Çавăн пекех «Спутник» ятпа пурăннă. Каярахпа вара çав ялсем «Комсомольский» совхоз йышне кĕнĕ.

1930 çулта Дубовкăпа Çĕнĕ Каçал ялĕсен ачисене вĕрентме пуçламăш шкул туса лартнă. 1971—1972 çулсенче 8 çул вĕренмелли шкул уçăлнă. Юлашки çулсенче вара Дубовка ялĕнче клуб, модельлĕ библиотека, фельдшер пункчĕ, магазин, шкул çурчĕсем хута янă. Уйрăм çынсем те чаплă çурт çĕкленĕ, çапла туслă пурăнаççĕ Дубовка ял çыннисем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика