20 июня 2009 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕнчи ГИБДД ĕçченĕсем çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă тĕрлĕрен мероприятисем тăваççĕ пулин те, аварисен шучĕ ÿссех пырать. Нумайăшĕ водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе, тимлĕхе çухатнипе пулать.
Акă, июнĕн 11-мĕшĕнче «Опель» автомашина водителĕ тимлĕхе çухатнă та çул айккине анса кайнă, йывăç çине пырса тăрăннă. Салонри виçĕ хĕрарăм та сусăрланнă. Хăвăртлăхĕ пысăккипе сиксе тухнă та ĕнтĕ çак инкек.
Тепĕр тăватă кунтан пĕрремĕш класс пĕтернĕ ача, велосипедпа ярăнса çÿрекенскер, автомашина айне лекнĕ, сылтăм урине амантнă. Велосипед çинчи тепĕр ача та урине ыраттарнă.
Çул тимлĕхе юратать. Кун пирки кашни водитель лайăх пĕлет, анчах çул çине тухсанах ун çинчен манса каять. Шăрăха пула та водителĕн тимлĕх чакать. Кашни çуран, велосипедпа çÿрекенĕн, водителĕн ăнланса хăйне валли пĕтĕмлетÿсем тумаллах.
Çуллахи каникул пулнă май, ачасем килĕсенче пĕчченех пулаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене пĕр минута та хăйсене кăна ан хăварăр, юнашар яланах аслăраххисем пулччăр.
Источник: "Каçал Ен"