20 июня 2009 г.
Июнĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕпе Николай Федоровпа тÿрĕ калаçу пулчĕ. Республика пуçлăхĕ икĕ сехет ытла хушшинче журналистсен, ялсемпе хуласенче пурăнакансен, хăнасен 30 ытла ыйтăвне хуравларĕ.
Çак калаçу вăхăтĕнче виçĕ формата пĕр çĕре пĕрлештерчĕç — пресс-конференци, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Вăрмар районĕнче пурăнакансемпе интерактивлă калаçни тата Тÿрĕ калаçăва ха-тĕрленнĕ май килнĕ ыйтусене хуравлани. Çак мероприятие «ВолгаТелеком» АУО кабель сечĕсемпе, Наци радиовĕпе тата Чăваш Республикин www.cap.ru официаллă порталĕ çинче он-лайн режимпа курма пулчĕ.
«Сирĕнпе тĕл пулма манăн темиçе сăлтав та пур. Пĕрремĕшĕнчен, Чăваш Енре Республика кунне халалланă уявсем пуçланчĕç. Курса калаçмалли тепĕр сăлтав — эпир сирĕнпе хамăра социаллă енчен мĕнле туйни. Тĕнчере финанс кризисĕ пынă вăхăтра çĕршывăмăрти лару-тăрăва шута илсен, эпир «Роснано» патшалăх корпорацийĕпе Çĕнĕ Шупашкар территорийĕнче хĕвел батарейисем кăларакан пысăк инвестици проекчĕн строительствине пуçăнма йышăнни питĕ аван пулăм. Юлашкинчен, Шупашкар шыв хранилищин ыйтăвĕ. Ку тĕлĕшпе çĕршыв Президенчĕн тата Раççей правительствин Председателĕн решенийĕсем пур. Вĕсене тĕпе хурса водохранилище шайне малтан палăртнă 68 метра хăпартас проекта организаципе право аспекчĕ енчен ха-тĕрлес ĕçе пикентĕмĕр. Çакна хушса калатăп, калаçу валли нимле чару та çук, пĕтĕм çивĕч ыйту çине хуравлама хатĕр эпĕ, паян çакăншăн пуçтарăнтăмăр та», — терĕ Николай Васильевич тĕл пулу пуçламăшĕнче.
Тÿрĕ калаçу вăхăтĕнче Президентăмăр панă хуравсемпе хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр.
Источник: "Каçал Ен"