17 июня 2009 г.
Табак туртни — этем сывлăхне хавшатакан анлă сарăлнă сиенлĕ йăласенчен пĕри.
Раççейре çак инкеке пула çуллен 300 пин ытла çын пурнăçпа сывпуллашать.
Пĕр сигарет пурнăçăн 5,5 минутне катать, çулталăкра ку кăтарту 31 кунпа танлашать, пурнăç тăршшĕнче — 10 çулпа. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ йышăннă тăрăх, никотин — çынна майĕпен вĕлерекен наркотик.
Пирус туртни ÿпкен усал шыççипе (17 хут), çăвар (18 хут), пыр (11 хут), шăк хăмпин (2 хут) ракĕпе чирлес, миокард инфаркчĕ (2 хут), инсульт (2 хут) илес теветкеллĕхе ÿстерет.
Пирус туртакансен çăварĕнчен ырă мар шăршă кĕрет, ÿт вăхăтсăр ватăлать, пĕркеленет.
Пирус тĕтĕмĕ химин 4800 ытла компонентĕнчен тăрать: вĕсенчен 69-шĕ — канцерогенсем; мутаген япалисем; клеткăна сиенлекен цитосиенлĕ компонентсем.
Ашшĕ-амăшĕ ачисем умĕнче туртни респираторлă инфекци тата хăлха шыççи «парнелет», вăрах чирсене йывăрлатать; ÿпкене аталанма кансĕрлет; пĕчĕк ачасем вилес теветкеллĕхе ÿстерет. Çитĕнсе çитсен вĕсем чĕре тата юн тымарĕсен чирĕпе ытларах нушаланаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"