17 июня 2009 г.
Юлашки çулсенче автотранспорт хатĕрĕсенчен бензин, кустăрма, автомагнитола вăрланă тĕслĕхсем чылайланчĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем ун пек преступленисене тăтăшах тупса палăртаççĕ. Акă, 2008 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче Н.Н.Тимкин вăрă шухăшĕпе домкрат тата ключ илсе Комсомольскинчи Шолохов урамĕнчи 11-мĕш çурт патне çитнĕ. Унта тăракан ВАЗ-2107 автомобилĕн кустăрмисен болчĕсене пăрса кăларса, кузова домкратпа çĕклесе малти ураписене вăрланă. Хуçана 3000 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Вăрăсенчен саккун çирĕп ыйтать. Н.Тимкина 1 çуллăха ĕçлесе юсанма тивĕ. Çакă «кукăр» аллисене тÿрлетме пулăшĕ-ши?
Çул çитмен ачасем те хуçасăр ларакан машинăсене куç хываççĕ. Ун пек тĕслĕхсем Комсомольски, Шурут, Анат Тимĕрчкасси ялĕсенче пулчĕç. Çамрăксем ытларах автомагнитолăсем вăрлаççĕ. Ку ĕçе чылай чухне çĕрле пурнăçлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн те ачасем çине тимлĕх уйăрмаллах. Çул çитмен ачасем çĕрле ăçта çÿренине, вăл е ку япаласем мĕнле тупăннине пĕлмеллех, ачăр усал ĕç тунăшăн эсир те явап тытма пултаратăр. Çамрăксем, вăрă çулĕ çине ан тăрăр. Ку ырăпа вĕçленмест.
Источник: "Каçал Ен"