17 июня 2009 г.
Уй-хир ешерет, тулли пучахсем пуласса шантарать.Çакă çурхи ĕçсем кал-кал пынинчен килет те ĕнтĕ. Паян та техника хирте-ха. Утă вăхăчĕ çитрĕ те, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма кирлĕ чухлĕ апат хатĕрлес ĕç пуçланчĕ. Унтан — вырма. Кун пек чухне вара уява тулли кăмăлпа ирттерни ĕçре татах та пысăкрах ÿсĕмсем тума пулăшать. Пÿлме тулли пулсан, пурнăç та аванрах.
Июнĕн 12-мĕшĕнче, эрнекун, район çыннисем Комсомольски вăрманĕн Хĕр уçланкине йышлăн пуçтарăнчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, çурхи ĕçсем вĕçленсен, кашни çулах вĕсем хăйсен пысăк уявне — Акатуя ирттерме пуçтарăнаççĕ. Çанталăкĕ те аван пулчĕ, уяв валлиех тейĕн.
Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ Акатуй ватти-вĕттишĕн яланах кĕтнĕ, юратнă уяв шутланнă, шутланать те.
Кăçалхи 58-мĕш Акатуя Раççейри çамрăксен, Чăваш Енри Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕсене, районăн 70 çулхи юбилейне халалланă.
«Сар хĕвел çути тÿпере ăшăрах та савăкрах паян: ман çуралнă савнă Каçал ен уява хăй халăхне пухать»,— çавăн пек сăмахсемпе пуçларĕç Валентина Курицынапа Сергей Просвирнов ертсе пыракансем. Сцена çине район пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов тухрĕ, 58-мĕш ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Акатуй пуçланнине пĕлтерчĕ. Уяв ялавне «Рассвет» хуçалăхăн доярки О.В.Наумова тата «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Р.М.Ялаков хăпартрĕç. Ун хыççăн районти пĕрлештернĕ хор Чăваш Республикин Гимнне янратрĕ. Пысăк хора Т.П.Титов дирижер ертсе пычĕ.
Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ял ĕçченĕсене çурхи уй-хир ĕçĕ сене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçленĕ ятпа саламларĕ.
«Эпир акнă тырă-пулă ăнса пулĕ, чун шанать. Кунта пирĕн пултарулăх тапса тăнăн туйăнать»,— янăравлă сасси таврана ян! кайрĕ ертсе пыраканăн. Пĕрлештернĕ хорпа пĕрле А.Кокшина, В.Ванюркин тата А.Тарасов «Ĕç юрри», «Хлебороб» юрланă юррисем шăранса юхрĕç.
Тĕп хуламăртан килсе çитнĕ хаклă хăна — Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ С.А.Гапликов сцена çине хăпарсан, пухăннисем тăвăллăн алă çупрĕç. Сергей Анатольевич Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Пирĕн район çыннисене вăл иксĕлми телей, çирĕп сывлăх сунчĕ. Комсомольскисене çĕре юратнăшăн, тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсене пултаруллă та хастар пулнăшăн тав турĕ, тăнăçлăх, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырă сăмахсем каларĕ.
Пухăннисем умне салам сăмахĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн представителĕ А.В.Журавлев, «Чувашрегионгаз» УАОн генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, «Тав» фирмăн генеральнăй директорĕ А.П.Капитонов тата ыттисем те тухса калаçрĕç.
Районти чи пултаруллă та хастар ĕçченсене — «Слава картофелю» агрофирма тракторисчĕсене А.Ю. Вершковпа С.П.Павлова, «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн сĕт-çу ферма заведующине Л.В.Розована — Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене парса чыс турĕç. Çавăн пекех хĕрÿ тапхăрта палăрнă çĕр ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем район администрацийĕн Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.
Шупашкартан килнĕ «Чувашпотребсоюз» правленийĕн председателĕн çумĕ Н.И.Наумова, РФ Перекет банкĕн представителĕ Т.А.Орлова районти тивĕçлĕ çынсене Дипломсем тата хаклă парнесем пачĕç.
Ун хыççăн художество пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм солистсем уява килнĕ халăха савăк юрă-ташăпа тата такмакпа савăнтарчĕç. Акатуй концертне ял поселенийĕсен художество пултарулăх коллективĕсен чи лайăх номерĕсене суйласа илнĕ. Вăрман уçланкинче савăк юрă шăранчĕ, илемлĕ ташă кĕвви янăрарĕ.
Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕнчен килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕ пуçтарăннисене «Пур тăван та пухăнсан» юрă парнелерĕ. Элпуçсем «Çак уява килсессĕн» юрăпа ташă композицийĕпе савăнтарчĕç. Александровка ял поселенийĕн артисчĕсем «Здравствуйте, верные наши друзья!» юрăпа куракансен чĕрисене тыткăнларĕç. Урмаелĕнчен килнĕ Г.Шарипова тата Ф.Садртдинов та чуна çывăх юрă шăрантарчĕç.
«Тус-тăван пулсассăн пурăнма аван, тус-тăван пулсассăн ĕçлеме аван. Ешĕл çуркунне пек ешерет тĕнче, ырă шухăш-кăмăл чун-чĕресенче». Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн художество пултарулăх ушкăнĕ уява килнисене «Пирĕн аслă ушкăнра» юрăпа ташă композицине парнелерĕç. Асанкасси ял тăрă-хĕнчи хĕрсемпе каччăсем «Лар-ха юнашар», «Молодая молода», «Ÿстеретпĕр ылтăн» юрăсем юрларĕç. Концерта малалла Комсомольски ял поселенийĕн художество пултарулăх ушкăнĕ тăсрĕ. Тукайсем «Тăван килчĕ хăнана», хырхĕррисем «Тăван ен кĕввисем» юрăпа ташă композицийĕсемпе савăнтарчĕç. Шурут ял поселенийĕнчен килсе çитнĕ Йÿç Шăхальпе Юнтапа ялĕсенчи юрă-ташă ăстисем анатри чăваш халăх юррисене янăратрĕç. Епле çепĕç те илемлĕ-çке чăваш халăх юррисем! Вĕсем тарăн шухăша яраççĕ, тăван халăха юратма тата хисеплеме вĕрентеççĕ, чăвашлăха упрама чĕнеççĕ. Чĕчкен ял поселенийĕнчи юрăçсем хăйсене сцена çинче чăн-чăн артистсем пулнине çирĕплетрĕç.
Кайнлăк ял поселенийĕн юрăçисене те пăхма кăмăллă пулчĕ. Юрă хыççăн юрă шăранчĕ. Пурне те ятран каласа та пĕтерес çук. Концертра çавăн пекех районти искусство шкулĕн ташă ушкăнĕ (ертÿçи Татьяна Иванова) хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Вĕсем уява хаваслăх кĕртес тесе тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ташăçăсем çĕнĕрен те çĕнĕ ташăсемпе хавхалантарчĕç. Пухăннисене Лариса Васильева та хăйĕн кĕмĕл сассипе савăнтарчĕ.
Жюри членĕсем концерта пĕтĕмлетсе пур ял поселенийĕсен художество пултарулăх ушкăнĕсем те аван хатĕрленнине палăртрĕç. Пĕрремĕш вырăна никама та паманнине пĕлтерчĕç. Иккĕмĕшсем — хиртисĕнтĕрсем тата чĕчкенсем, виççĕмĕшсем александровкăсемпе элпуçсем пулчĕç. Сăмах май каласан, В.Ф.Волков Александровка тата Г.Е.Ефремов Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕсем Акатуйра сцена çине тухса юрăсемпе халăха савăнтарчĕç. «Орифлейм» фирма представителĕ Шурут ял поселенийĕн «Шÿлкеме» юрăпа ташă ушкăнне ятарлă приз парса чысларĕ.
Уява суту-илÿ, обществăлла апатлану ĕçне пĕлсе йĕркелени илемлетрĕ. Мĕншĕн тесен халăхăн кăмăлĕ çавăнтан та килет. Кунта тĕрлĕ çĕртен килнĕ магазинсем хăйсен таварĕсене сĕнчĕç. Предпринимательсем те уяв çыннисене туллин тивĕçтерме тăрăшрĕç. Тĕрлĕрен апат-çимĕçне те кирлĕ чухлех хатĕрленĕ вĕсем. Тутлă шашлăкне те тутанса пăхрĕç район çыннисем, килсе çитнĕ хăнасем.
Туй тесен тукмак та йăваланнă, тет. Акатуй уявĕнчен те юласшăн мар район çыннисем, ĕçпе юрă, спорт праçникне хăшĕ-пĕрисем пĕрре те сиктермеççĕ. Çакă «Алă ăстисен хулине» çитсен те курăнать. Акă, Шурут-Нурăсри Ольга Ершова, Кĕçĕн Каçалти Павел Юманов, Çĕнĕ Мăратри Ольга Киргизова, Йăлмахвари Альберт Кузьмин, Геннадий Петров (Хырхĕрри) тата ыттисем кашни çулах хăйсем ăсталанă япаласемпе çын умне тухаççĕ. «Ăстаçăсен хулинче» тĕрĕ ăстисем, йывăçран касса тĕрлĕ япаласем тăвакансем, тăмран, чустаран, гипсран кĕлеткесем, эрешсем ăсталакансем, çыхакансем, кăçатă йăвалакансем ĕçĕсене кăтартрĕç. Район пуçлăхĕ Г.Волков, Шупашкартан килнĕ хăнасем — республикăри тарифсен службин ертÿçи А.Журавлев, «Чăвашрегионгаз» АО генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов, ентешĕмĕр П.Краснов кунти ĕçсемпе тĕплĕн паллашрĕç. Тукайри Алексей Моторин юманран тунă креслăпа тенкел, сĕтел патĕнче вара чарăнсах тăчĕç, хакĕпе те кăсăкланчĕç. Куçа илĕртекен çак япаласене чăн-чăн ăста туни куçкĕретех, фабрикăра кăларнинчен пĕртте кая мар вĕсем. Тен, чаплăрах, чăтăмлăрах та пуль. Мария Плешкова — Анат Тимĕрчкассинчен. Мария Трифоновна кĕрхи-хĕллехи вăрăм каçсене чĕнтĕр çыхса кĕскетет. Чĕнтĕр кофтăсем, калпак, сумка, тутăрсем куçа тыткăнлаççĕ. Аслă Çĕрпÿелĕнчи Раиса Осипова ăсталанă çемçе теттесем — пингвин, тилĕ, мулкач çурисем, пакша, панда — кирек хăш çулти ачасене те йăпатма пултармалла. Йăлмахвара пурăнакан Альберт Кузьмин физкультура учителĕнче ĕçлет. Пушă вăхăтра вăл йывăçран тĕрлĕ эрешсем, кĕлеткесем касса кăларма кăмăллать. Тукай Мишер ялĕнчи Гульнара Зарипован тĕррисем питĕ яка, илемлĕ, чечекĕсем чĕрĕ тейĕн.
Аслăрах çулсенчисемпе пĕрлех çамрăксем те ал ĕç тума хăнăхса пыни савăнтарать. Асаттесемпе асаннесен ăсталăхĕ, ĕçченлĕхĕ йăхран-йăха куçса пырсан пирĕн халăх аталанасса шанма пулать. Акă, Хирти Мăнтăрти Анна Васильева шкулта çеç вĕренет-ха. Вăл шăрçасенчен (бисер) сулăсем, ÿкерчĕксем, пуç кăшăлĕсем, шăрçасем тăвать. Районти ачасен искусство шкулне çÿрекенсем те хăйсен ĕçĕсене тăратнă.
Кăçал Раççейре Çамрăксен çулталăкĕ пулнă май, çамрăк ăстасене уяв спонсорĕ «Орифлейм» фирма парнесемпе хавхалантарчĕ. Валерий Любимов, Ирина Иванова илме тивĕç пулчĕç вĕсене.
Ĕçпе спорт яланах юнашар утаççĕ тенине чăннипех çирĕплетрĕç Акатуйра спортсменсем. Мĕнле уяв вăл спорт тупăшăвĕсемсĕр? Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хăйсен йĕри-тавра нумай çынна пухрĕç. Вĕсен хушшинчи тупăшу питĕ çивĕч иртрĕ. Н.Крылов (Аслă Чурачăк) чи паттăрри пулчĕ, така çĕнсе илчĕ. Пилĕк виçепе вăй виçрĕç кĕрешÿре спортсменсем. Акă, 38 килограмм таранхи виçере Ю.Степанов (Анат Тимĕрчкасси) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, хаклă парнене тивĕçрĕ. Иккĕмĕш виçи — 55 килограмм. Çак виçере Урмаел ялĕнче пурăнакан И.Чумаров пулчĕ. 60 килограмлисен хушшинче кĕрешсе С.Малышев (Комсомольски), 66 килограмлисен виçинче В.Иванов (Асанкасси), 74 килограмлисенчен В.Малышев (Комсомольски) пултаруллисем пулчĕç, хаклă парнесем илчĕç.
Кире пуканĕ йăтакансем хушшинче çĕнтерÿçĕн ятне В.Голландцев, Н.Николаев, С.Воронцов çĕнсе илчĕç.
Пляж волейболне кăмăллакансем каçченех тупăшрĕç. Нумайччен пăхса киленчĕç вĕсене волейбола юратакансем. Арçын ачасем хушшинче Рафаэльпа Ирек Фасхутдиновсем пĕрремĕш, А.Боровковпа Н.Краснов иккĕмĕш, П.Бурмаковпа Э.Кизюков виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Хĕрачасем хушшинче те тупăшу хĕрÿ пулчĕ. К.Салицевапа Д.Боровкова пĕрремĕш, Д.Юмановапа Н.Такмакова иккĕмĕш, А.Владимировапа А.Герасимова виççĕмĕшсем пулчĕç.
Кире пуканне çÿллĕшне ывăтассипе Р.Хамбиковпа Р.Михеев палăрчĕç. Виççĕмĕш вырăна Е.Михайлов йышăнчĕ.
Алă вăйне виçекенсем те куракансене савăнтарчĕç, ăсталăхĕпе палăрчĕç. Призерсен шутне И.Табаев, Н.Николаев, В.Миронов кĕчĕç. Çĕнтерÿçĕсене пурне те Хисеп грамотисем, хаклă парнесем парса чысларĕç.
Источник: "Каçал Ен"