АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕМ САККУНА АН ПĂСЧĂР

17 июня 2009 г.

 

Çул çитменнисем преступлени çулĕ çине тăрасси районта чакмасть-ха. Сăмахран, кăçалхи январь — май уйăхĕсенче вĕсем 3 преступлени тунă. Тĕпрен илсен, тÿнтерле ĕçсем пурте ют пурлăха вăрланипе çыхăннă.

Чăваш Республикин территорийĕнче çул çитменнисем тунă преступленисене хирĕç кĕрешсе июнĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа августăн 27-мĕшĕччен «Подросток» профилактикăлла операци иртет. Вăл 3 тапхăртан тăрать. Пĕрремĕш тапхăрĕ — «Подросток-Беспризорник» июнĕн 9—19-мĕшĕсенче пулчĕ. Иккĕмĕш тапхăрĕ – «Подросток-Лето» июлĕн 7—16-мĕшĕсенче пулать. Юлашки 3-мĕш — «Подросток-Семья» тапхăра августăн 18—27-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.

Тĕрлĕрен киревсĕр ĕç тата преступленисем тунăшăн 21 ача паянхи кун районти шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăрать. Сăнанă тăрăх, çул çитменнисем тĕрлĕ преступленисене май — сентябрь уйăхĕсенче тăваççĕ. Ку вăл ăшă каçсемпе те çыхăннă. Çак тапхăрта ашшĕ-амăшĕ куçран вĕçертнĕ ачасем çĕрĕпех унта-кунта çапкаланса çÿреççĕ, хăшĕ-пĕрисем аслисемпе кукăр çул çине тăраççĕ.

Ачасем каçхине кампа çÿренине ашшĕ-амăшĕн пĕлсе тăмалла. Пирус туртакан, ĕçкĕ-çикĕпе туслă пурăнакан тата саккуна пăсма пултаракан çамрăксемпе туслашассинчен сыхланмалла.

Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн ют япалана илме юраманни, саккуна пăссан судпа айăплама е райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссине чĕнтерме пултарни пирки хăйсен ачисене час-часах ăнлантармалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика