11 июня 2009 г.
Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи АПК аталанăвĕн эксперт канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Пухăннисем вăтам тата пĕчĕк бизнеса ялсенче аталантарас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлес ыйтусене пĕр-пĕрне ăнланса сÿтсе явнă.
Лару ĕçне РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Муаед Канаулов, Пĕтĕм тĕнчери инноваци агентствин ертÿçин çумĕ Александр Самоделкин (иккĕшĕ те эксперт канашĕн çум председателĕсем), ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, РФ регионĕсен правительствин председателĕсен çумĕсем, паллă ученăйсем хутшăннă. Ку чухне бизнеса ăнăçлă аталантарма патшалăх субсидипе, нумай çуллăх кредитпа хавхалантарма кирлине палăртнă.
Ку енĕпе Чулхула, Пенза, Саратов облаçĕсенчен вĕренмелли нумай. Вĕсем вара Чăваш Ен паха опытне хăйсен патĕнче «симĕс çутă» парасшăн. «Аслă шкул хыççăн яла каякансене сывлăш çавăрса ура çине тăма çул укçи 75 пин тенкĕ паратпăр»,— тенĕ Саратов облаçĕнчен килнĕ Сергей Горбунов профессор.
ЧР ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев вăтам, пĕчĕк бизнес республикăра епле аталанни çинчен каласа панă: Чăваш Ен халăхĕн 40 проценчĕ ялсенче пурăнать, вăтам ĕç укçи кăçал 6 пин тенкĕрен ытларах пулать. «Бизнес епле аталаннипе вырăнта тĕплĕнрех паллашăпăр»,— тенĕ Михаил Васильевич.
Шупашкар районĕнче вырнаçнă «Заимка» сиплев комплексĕнче ĕçлекенсем хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Комплекса ял туризмне аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн туса лартнă, хута яма 60 млн тенкĕ тăкакланă. Кунта ĕç хыççăн çутçанталăк илемĕпе киленме, лайăх канма йăлтах пур: наци апачĕ сĕнекен ресторан, шурă тата хура мунча, тимĕрç лаççи, хăна çурчĕсем...
22 çухрăмлă ятарлă маршрутпа туристсене лашасемпе хăтлă утара илсе çитереççĕ.
Йĕри-тавраллах илем тыткăнлать пулин те комплексра туса çитермелли те чылай-ха. Эпир пынă чухне те строительсем хĕрсех çурт хăпартатчĕç. Çул сарса пĕтермелле, тротуарсем тумалла. Кредит илсе вăхăтра çул сарнă пулсан комплекс иртнĕ кĕркуннех хута каймаллаччĕ. Кризиса пула банксем укçа вăхăтра параймаççĕ. Проект пуçаруçи тата комплекс ертÿçи Андрей Викторович Беликов сиплевпе кану комплексĕ Республика кунĕ тĕлне уçăлма пултарасса пĕлтернĕ.
2 гектар йышăнакан кÿлĕпе юнашар — ипподром. Çамрăксем казаксен пурнăç йĕркипе туслашнине çирĕплетме тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçларĕç. Тумĕ илемлĕ. Хĕçпе, сăнăпа ăста усă кураççĕ. Ут çинче пуçхĕрлĕ тăрса та кăтартрĕç. «Маттур!»— çамрăксен ăсталăхĕнчен тĕлĕнчĕç, савăнчĕç хăнасем.
Унтан «Ольдеевская» ĕне фермине çитсе курчĕç. Хăтлă вите, ăратлă 200 ĕне. Апат, шыв парас, тислĕк тасатас ĕçе йăлтах механизациленĕ. Ĕне сумалли оборудовани те ахаль йышши мар — Данире кăларнăскер.
Хастар та пуçаруллăрах пулсан ялта пĕчĕк тата вăтам бизнеса чиперех аталантарма пулать.
Источник: "Каçал Ен"