06 июня 2009 г.
Шкулта вĕренекенсене апатлантарнă чухне санитарипе эпидемиологи законодательствине епле пăхăннипе район прокуратури интересленсех тăрать. Хальхинче Хырхĕрри тĕп, Комсомольски 2-мĕш, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕсене çитсе куртăмăр. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ку енĕпе çитменлĕхсем пуррине тупса палăртрăмăр.
Акă, хатĕр продукцин талăкри тĕслĕхне 48 сехет упрамалла пулсан, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн пищеблокĕнче ăна 24 сехет çеç тытаççĕ.
Хырхĕрри тĕп шкулĕн столовăйне валли апат-çимĕç, ятарлă договорпа килĕшÿллĕн, «Надежда» магазинран туянаççĕ. Анчах тавара повар патшалăх çирĕплетнĕ нормăсене тивĕçтерни çинчен калакан документсемсĕр (апат-çимĕç продукчĕсен пахалăх удостоверенийĕ, санитарипе ветеринари экспертизи, тивĕçтерÿ сертификачĕ тата декларацийĕ) йышăннă. Продукци кăлтăкĕсене палăртма ăна тĕрĕслемеççĕ, бракераж журналĕ те çук.
Хырхĕрри тĕп, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕсенче хатĕр блюдăсем çине технологи картисем çырмаççĕ, çакă СанПиНăн 2.4.5.2409-08 статйин 6.11 пунктне пăсни пулать. Çак вĕренÿ заведенийĕсенчех тĕслĕхлĕ меню туман, ăна территориллĕ органа алă пустарман. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх районти вĕрентÿ пайĕн начальникне, асăннă шкулсен директорĕсене çÿлерех асăннă çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă. Административлă йĕркене пăснă 6 тĕслĕх тĕлĕшпе Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территориллĕ органне пăхса тухма документсем тăратнă.
Источник: "Каçал Ен"