06 июня 2009 г.
Çу кунĕсем çитрĕç, çавна май шкулсем умĕнче ачасен çуллахи канăвне тĕрĕс йĕркелес ыйту тăрать. Çуллахи каникул вăл — канмалли, сывлăха çирĕплетмелли, çавăн пекех вĕсен пултарулăхĕпе ăс-хакăлне аталантармалли тапхăр .
2008 çулхи каникулсенче шкул çумĕнчи лагерьсене пурĕ 1425 ача çÿренĕ. Çав шутран 1375 ача — çуллахи каникулта, 50-шĕ кĕркуннехи каникулта каннă.
Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи социаллă страховани фончĕ тата ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви ку тĕллевпе укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнă. Иртнĕ çул ачасен канăвне йĕркелеме тата сывлăхне çирĕплетме 870750 тенкĕпе тивĕçтернĕ. Çав шутран 121500 тенки — вырăнти бюджетран. Ку укçапа ачасене апат çитерме усă курнă.
Палăртса хăвармалла, çул çитменнисенчен чылайăшĕ çуллахи кану кунĕсене ĕçпе çыхăнтарма тăрăшать. Кун пеккисем вăхăтлăх ĕçе вырнаçасшăн. Ку тĕлĕшпе федераллă бюджетран та çулленех укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Унăн пĕр пайне вĕрентÿ тытăмĕнче — ĕçпе кану лагерĕсенче, çул çитменнисен ĕç бригадисенче, шкул çумĕнчи участоксенче — ĕç вырăнĕсем йĕркелеме яраççĕ. Сăмахран, 2008 çулта районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă тĕрлĕ обьектсене çул çитмен 137 ачана ĕçе вырнаçтарнă.
Кăçалхи çуллахи тапхăрта вĕрентĕвĕн 15 учрежденийĕнче сывлăх лагерĕсем йĕркеленĕ, вĕсенче 1375 ача канса вăй пухĕ.
Источник: "Каçал Ен"