АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НАРКОТИК – ОБЩЕСТВĂШĂН ХĂРУШĂ ЯПАЛА

06 июня 2009 г.

 

Пирĕн çĕршывра федерацин 1998 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче кăларнă «Наркотик хатĕрĕсем тата психотроплă хутăшсем çинчен» саккунĕ вăйра тăрать. Унти статьясенче патшалăхăн наркотиксемпе усă курассипе хатĕрĕсене сарассине тĕрĕслесе тăмалли йĕркене, çак хăрушă пулăм тыткăнне лекнĕ çынсене пулăшассине палăртнă. «Раççей Федерацийĕнче врач палăртмасăр наркотик хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть»,— çирĕплетнĕ 40-мĕш статьяра. Медицина тĕллевĕпе çыхăнмасăр усă курни явап тытмалли статья шутланать.

Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем наркомание хирĕç кĕрешсе тĕрлĕрен операци тапхăрĕсем, рейдсем, тĕлпулусем тата калаçусем ирттереççĕ. Çак хăрушă чире пĕтерес тесе вĕсем тăтăшах профилактика субъекчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

2008 çулта пирĕн районта наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 4 преступлени тупса палăртнă. Çав шутран 1 тĕслĕх — наркотик сутни, 2 тĕслĕх — упрани, 1 тĕслĕх — ăна сарни.

Çулла çитнĕ май ентешсене акă мĕн пирки асăрхаттарасшăн. Пахчасенче ешерекен кишĕр-çарăксем тата чечексем хушшинче мăкăнь шăтса тухнă пулсан — çавăнтах çумласа тăкăр. Шăтса тухнă ÿсентăрансемпе пĕрле кулянмалли те тупăнĕ. Мĕншĕн тесен мăкăнь çитĕнтерни — саккуна пăсни.

Ачасем умне те çак хăрушлăх сиксе тухма пултарать. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Эсир хăвăрăн ачана çак самантра уншăн мĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетĕр. Унпа наркотик сиенĕ, вăл унăн пуласлăхне, сывлăхне мĕнле витĕм кÿме пултарасси çинчен калаçмалли пирки ан манăр. Вăл наркотике илĕртсе е вăйпа сĕнекен çынсене хирĕç «çук» тесе çирĕппĕн хуравласси — сирĕн тивĕç.

Кашни çамрăкăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, спортпа туслашмалла, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илсе çирĕп утăмсем тумалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика