06 июня 2009 г.
Иртнĕ вырсарникун, майăн 31-мĕшĕнче, Асанкасси ялĕ çывăхĕнчи вăрман уçланки хаваслă сасăсемпе тулчĕ. Унта «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем çурхи ĕçсене вĕçлесе уява пухăнчĕç. Кунĕ ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ. Тĕрлĕ таварсем сĕнекен сутăçсем ир-ирех çитрĕç унта.
10 сехет çитсен Акатуй сцени çине район пуçлăхĕ Г.Ф. Волков, Асанкасси ял поселенийĕн ертÿçи Н.Н.Карпов, «Асаново» ЯХПК председателĕ Н.М.Копташкин, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Г.Шуряшкина, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Х.Минетуллин, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ертÿçи М.Г.Шарафутдинов хăпарчĕç. Ун хыççăн Чăваш Ен Гимнĕ янăрарĕ. Район пуçлăхĕ Геннадий Федорович саламлă сăмахсем каларĕ, кооператив ĕçченĕсене ĕçри хастарлăхшăн тав турĕ, малалла та тăрăшуллă ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта пурăнатăр эсир. Турă панă çутçанталăк сире ĕçре татах та пысăк çитĕнÿсем тума пулăшса пытăр»,— сунчĕ вăл асанкассисене. Кооператив ертÿçи çуракинче палăрнисене укçа-тенкĕ парса хавхалантарчĕ. Кунти чылай механизатор, выльăх-чĕрлĕх пăхакан ырă сăмаха, хаклă парнесене тивĕçрĕ.
Малалла сцена çине Асанкасси культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ тухрĕ. Икĕ аркăллă чăваш кĕпи тăхăннă, илемлĕ тĕрĕллĕ, шурă саппун çакнă, капăр тутăр çыхнă хĕрарăмсем халăх умне юрласа тухрĕç. Кĕвĕ калаканĕ Иван Портнов пулчĕ. «Янра, çутă кĕвĕ, янра çутă саслăн! Юрла, тăван халăх, юрлах чĕререн! Уявăмăр чаплă, уявăмăр аслă, Акатуй, çĕнĕ вăй эс кĕртен!»— çакăн пек сăмахсемпе саламларĕ библиотека заведующийĕ Надежда Козлова уява пуçтарăннисене. Вăлах концерт программине ертсе пычĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕ хăйсен юррисемпе пурин кăмăлĕсене те çĕклерĕ. Мĕнле уяв-ши Елена Маштанова юррисемсĕр? Вăл сцена çине тухсан, куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Вырăнтан сиксе тăрса унпа пĕрле юрлас-ташлас килет. Акатуя килнисем çавăн пекех Диана Карпова, Настя Никифорова тата Юля Воробьева çине пăхса савăнчĕç. Александр Иванов сасă режиссерĕ те тăрăшрĕ.
Уява юрă-ташă илем кÿни паллă. Çапах та çынсем спорт ăмăртăвĕсем ирттерекен çĕрте те чылайăн пухăнаççĕ. Çакă Акатуй программине пуянлатать те ĕнтĕ. Кăçалхи ĕçпе юрă уявĕнче волейбол площадкине халăх нумайăн пуçтарăнчĕ. Сатур каччăсемшĕн куракансем тăрăшса кăшкăрчĕç, шăхăрчĕç... Çак ăмăртура Асанкасси ял çамрăкĕсен команди пĕрремĕш, шкул ачисем — иккĕмĕш, вĕсен ашшĕсем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Алă вăйне виçекенсем хушшинче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Чи маттурри — Э.Кизюков. Иккĕмĕш — А.Рипанов, виççĕмĕшĕ Д.Портнов пулчĕç.
Чи интереслĕ самант — укçаллă чÿлмеке çапса çĕмĕресси. Чăн-чăн савăнăç парнелерĕ çак вăйă. Çĕнтерÿçĕ пулса В.Школьников унти укçана выляса илчĕ.
Асанкассисем хăнасене тутлă шашлăкпа тата ытти апат-çимĕçпе сăйларĕç. Ытла та тарават-çке вĕсем.
Акатуй уявĕ чылая тăсăлчĕ. Вăл асанкассисен, килсе çитнĕ хăнасен чĕрисенче ăшă туйăм хăварчĕ, шанчăк çуратрĕ, тĕллевсене çирĕплетрĕ.
Источник: "Каçал Ен"