АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУХĂÇ САВĂНТАРТĂР

06 июня 2009 г.

 

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать»,— теççĕ ваттисем. Çавăнпах ĕнтĕ хуçалăхсем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра туса ирттерме тăрăшаççĕ. «Победа» ял хуçалăх кооперативĕ пысăках мар. Ăна В.И.Ефремов ертсе пырать. Унти кашни специалист хăйĕн ĕçне лайăх туса пырать. Хĕрÿ çураки вăхăтĕнче пурте тăрăшса ĕçлерĕç. Хуçалăх 576 гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акса хăварнă. «Иккĕмĕш çăкăра» 70 гектар çине лартнă. Çавна хакласа кооператив ĕçченĕсене преми парса хавхалантарчĕç. Механизаторсене, водительсене, сеяльщиксене тата ыттисене те — никама та манса хăвармарĕç.

Ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа Владимир Ильич «Ака яшки» те йĕркелерĕ. Паллах, вăл юрă-ташăсăр иртмерĕ. В.А.Шагарова шÿтлĕ вăйăсем выляттарчĕ. «Ака яшки» уявĕнче кĕвĕ хыççăн кĕвĕ янăрарĕ. Ялти сумлă купăсçăсем В.И.Лукиянов, А.И.Дюкин, С.Е.Данилов черетпе ылмашăнса кĕвĕ каласа халăха ташлаттарчĕç. Вĕсем хушшинче купăс калакан хĕрарăм та пур. Вăл — Елена Петровна Архипова.

Майăн 29-мĕшĕнче ялти клубра юнтапасем тата йÿçшăхальсем Шупашкар артисчĕсем лартнă «Савнă кин» спектакле тÿлевсĕр курчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика