06 июня 2009 г.
Çимĕк — пысăк уяв. Вăл Мăнкун иртсен çичĕ эрнерен, Христос тĕнĕнче уявлакан Троица умĕнхи кĕçнерникун килнĕ. Ăна ирттересси чылай чухне ака мĕнле вĕçленнипе çыхăннă пулнă. Çимĕк тырпула ÿссе çитĕнме вăй-хăват паракан çуллахи сиплĕхлĕ кунсем пуçланнине палăртнă. Çынсем хăйсен пурăнмалли вырăнĕсене ешĕл туратсемпе капăрлатнă. Çавăнпа пĕрлех Çимĕк вилнĕ çынсене асăнмалли уяв та шутланнă. Чăвашсен шучĕпе, вилнĕ çынсем çав каç килне таврăнаççĕ имĕш. Уява пирĕн асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем мĕн ĕлĕкрен çимĕк сăвви каласа, ташласа, вăйăсем выляса чаплăн паллă тунă. Çимĕке хатĕрленсе ятарласа сăра вĕретнĕ. Çак уяв ыран тенĕ чухне ир-ирех мунча хутса янă. Вăрмана кайса çичĕ тĕслĕ курăк татса килнĕ те ăна вĕретнĕ, çав вĕретнĕ шыв çине милĕке чике-чике кăларса çапăннă. Йăла-йĕрке тăрăх, Çимĕкчен 7 тĕслĕ çимĕç-курăк çимелле, 7 хутчен шыва кĕрсе тухмалла пулнă. Тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ. Чи пирвайхи икерче кил хуçи арăмĕ алăк патне вилнисене асăнса хывнă. Каярахпа вара çемйипе ларса вĕсене асăнса çинĕ.
Çимĕк кунĕнче ним те ĕçлемен, кÿршĕрен япала та илмен, вут чĕртмен. Мĕншĕн тесен ун пек тусан тырă пулмасть, ăна пăр е ăшă çапать тенĕ.
Кун каç еннелле кайсан, кашни çемье харпăр хăй килĕнче, алăк патне çуртасем çутса вилнисене асăннă. Каярахпа ватти-вĕтти таранчченех лаша кÿлсе, шăнкăрав çакса, ĕçмелли-çимеллине илсе масар çине çул тытнă. Шăнкăравпа янраттарса пырса кĕрсен, вилнисем савăнса кĕтсе илеççĕ тенĕ.
Масар çине пынисем вил тăпри йĕри-тавра вырнаçса ăшă сăмахсем каланă. Хăйсенчен уйрăлса кайнишĕн хурланнă. Алтăрсем çине сăра ярса вилнĕ çынсен ячĕсене асăннă. Масар çинчен таврăнсан Çимĕк ячĕпе виçĕ кунчченех ĕçкĕ-çикĕ тунă, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ.
Эпир те вилнисене асăнма Çимĕкре сăваплă вырăна — масар çине каятпăр. Ăçтан кăна килсе çитмеççĕ пуль çак кун яла? Масар çинчи тăванĕсене пуç тайма, асăнма васкаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"