03 июня 2009 г.
Чуна шăнтса пăрлантаракан çак ĕç Аслă Отечественнăй вăрçă пуçламăшĕнче Тĕвенеш ялĕнче пулса иртнĕ. Амăшĕпе 12 çулти ывăлĕ Комсомольски ялне фронта кайнă мăшăрĕпе ашшĕшĕн пособи илме çула тухнă та каялла таврăнайман. Вĕсен пурнăçĕсене пĕр-пĕрне питĕ çывăх, витĕр пĕлнĕ ял çыннисемех татнă. Çын вĕлерекенсем хушшинче тăванĕсем те пулнă.
Тĕвенеш ялĕ пысăках мар, вăл вăхăтра унта 72 кил шутланнă, 220 çын пурăннă. Ял-йыш пĕр-пĕринпе туслă пулнă, çакнашкал тискерлĕхе никам та кĕтмен çеç мар, тĕлĕкре те тĕлленмен.
Ял çыннисен культура шайĕ пысăк пулнă тесе калаймастăп, Горшковсемпе Ксенофонтовсен çемйисем çеç ку енĕпе ыттисенчен уйрăларах тăнă. Горшковсен çемье пуçне çынсем хисеплесе Гавриил Ильич, арăмне Надежда Ивановна тесе чĕннĕ. Çав тапхăрта çемье пуян шутланнă. Килĕнче велосипед та, патефон та пулнă, ăна итлеме ялти ватти-вĕтти пуçтарăннă.
Ыттисем çăпатапа, килте çĕленĕ тумтирпе çÿренĕ пулсан, Горшковсен ачисем калуш тăхăннă. Çемьере ултă ача çитĕннĕ. Чи асли, Вера, пĕвĕпе çÿллĕ, икĕ метра яхăнах, пулнă. Вăрçă пуçланиччен пилĕк кун маларах, июнĕн 16-мĕшĕнче, çак килте йĕкĕрешсем çут тĕнчене килнĕ — Любăпа Роза. Çапла вара ашшĕ-амăшĕпе пĕрле йыш вунă чуна çитнĕ. Çемйине инкек çил-тăвăл пек вăркăнса кĕрессине шутлама та пултарайман вĕсем.
Вăтам хĕрĕ Фекла аса илнинчен: «Вăрçă пуçлансанах аттене фронта илсе кайрĕç. Нумай ачаллă çемье тесе, пире пособи пама йышăнчĕç. Комсомольскинчи çар ĕç комиссариатĕнче уйăхсеренех укçа тата пĕр михĕ шурă çăкăр паратчĕç.
1941 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче район центрĕнче ял хуçалăхĕнчи вăтам звенори ĕçченсен канашлăвĕ пулнă. Тĕвенеш ялĕнчи Петр Курицын, Александр Журавлевпа Яков Николаев (бригадир, звеньевойсем) те хутшăннă унта. Вĕсем Иван Добров лавçăпа кайнă. Çав кунах райцентра аннепе Аркадий пособи илме çуран утрĕç. Маларах асăннă çынсене анне питĕ лайăх пĕлнĕ. Курицынпа вара кумлă та пулнă. Анне ăна Комсомольскине мĕн çăмăлпа çÿренине каласа панă, пособипе çăкăр илнине те пытарман. Пĕр курупка шăрпăк 200 тенкĕ тăнине шута илсен, тăватă пин тенкĕ ун чухне пысăк укçа та шутланман. Петĕр кумĕн пуçĕнче çавăн чухнех усал шухăш çуралнă пулас. Арçын Надежда Ивановнăна çуран кайма сĕннĕ, çул çинче хăваласа çитме шантарнă.
Сивĕ ноябрь кунĕ ним япăххине те систермен. Аннепе шăллăмăн кăмăлĕсем аван пулнă. Анне пире кĕçĕннисене лайăх пăхма, алхасмасăр выляма хушса хăварчĕ. Таврăнсанах каçхине тутлă уяв сĕтелĕ хатĕрлеме те сăмах пачĕ. Эпир вĕсене пĕр кун, иккĕ, ... кĕтрĕмĕр, кĕтсе илеймерĕмĕр».
30 çул каялла, Куславккара халăх сучĕн председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра, мана Вăрмар район судне гражданла тата уголовлă ĕçсене пăхса тухма ячĕç. Тăхтав вăхăтĕнче унта халăх заседателĕпе А.И.Шашкинпа калаçса кайрăмăр. 1941 çулта вăл Комсомольскинчи шалти ĕçсен пайĕнче следовательте ĕçленĕ иккен, шăпах Горшковсене вĕлерекенсен ĕçне тĕпченĕ.
А.И.Шашкин следователь аса илĕвĕнчен:
«Самаях ĕшеннĕ амăшĕпе ывăлне арçынсем Çĕнĕ Кипеçе кĕнĕ çĕрте, масартан инçех мар, хăваласа çитнĕ. Горшковсем çуна çине ларсанах преступниксем Надеждăна тапăнса пăвма пикеннĕ. Хĕрарăмăн чунĕ хăвăрт тухнă. Ывăлĕ вара, тарса хăтăлас шутпа, сиксе анса çул айккинелле чупма пуçланă. Курицын, Николаевпа Журавлев ачана хăвалама сиксе аннă. Аркадий хăвăрт ывăннă та юр çине ларнă. Сехри хăпнăскер, вăл чĕтрене ернĕ, унăн тилмĕрсе калакан сăмахĕсене те ăнланма пулман. Урмăшнă арçынсем ачана пуçран патаксемпе çапа-çапа часах вĕлерсе пăрахнă. Амăшĕпе ывăлĕн ÿчĕсене çуна çине тиенĕ те Хирти Сĕнтĕр ялĕ çумĕнчи тарăн çырмана илсе кайса пăрахнă.
Çăхансем евĕр, вĕсем вилесем çумĕнчи тупрана пайлама ларнă. Кашнине пĕрер пин тенкĕ тата 3—4-шар кулач тивнĕ. Çын сăн-сăпатне çухатнăскерсем, çакăнпа пуйăпăр тенĕ-ши? Шăпах çак мулшăн Горшковсен ачисем тăлăха юлнă, икĕ пурнăç татăлнă.
Преступниксене хăйсен ури айĕнче çĕр çуннă пек туйăннă. Тискер ĕçĕн йĕрне шăлас тесе вĕсем 4 пин тенкĕ пуçтарса вилесем çумне кайса чикнĕ. Çапла майпа айăплавран хăтăлма тĕв тунă ĕнтĕ. Йĕр çине ÿкиччен фронта тухса кайăпăр тесе шаннă. Пурте шутланă пек пулмасть çав...»
Василий Кузнецов аса илĕвĕнчен:
«Вăрçă вăхăтĕнче хĕлсем сивĕ тăратчĕç, çулла вара питĕ шăрăхчĕ. Хĕллехи çил-тăман 3—4 куна пыратчĕ, урам хушшисемпе картишсене пĕтĕмпех юр тултарса хуратчĕ. Урамра мăрьесемпе çурт тăррисемсĕр пуçне нимĕн те курăнмастчĕ. Эпир, ача-пăча, пĕр çивитти çинчен ярăнса анаттăмăр та, ыткăнса теприн çине хăпарсах каяттăмăр. Çурт алăкĕсене аран-аран уçкаласа сарай-хуралтăсем, пусăсем патне туннель пек чавса çулсем тунă. Кĕрт хÿсе лартсан çуна çулĕсем те хупланатчĕç. Çуркунне енне çеç, çулсене уçнă хыççăн, пурнăç хăй йĕрĕ çине таврăнатчĕ.
Горшковсем çухалсан тепĕр кунне асар-писер çил-тăман пулчĕ. Вăл кĕтмен çĕртен чарăнсан пĕр кун кĕтрĕç те, Тĕвенешпе Çĕнĕ Кипеç çыннисем çухалнисене шырама тухрĕç. Эрне хушши хирсемпе çырма-çатрана ухтарни те усă памарĕ, амăшĕпе ывăлĕ шыва путнă тейĕн. Ял-йыш кашни кун тенĕ пекех вăрçă хирне арçынсене ăсатнă. Хыпарсăр çухалнисем, çапăçура пуçне хунисем çинчен хыпарсем килме пуçланă.
(Малалли пулать).
Источник: "Каçал Ен"