03 июня 2009 г.
Кăçал чăвашсен паллă поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитет. Çак сумлă юбилей ячĕпе шкулсенче тĕрлĕ мероприяти пулмалла. Паллă сăвăçа халалланă пысăк ĕçсенчен пĕри вăл — «Çеçпĕл кăвайчĕ» фестиваль — çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ. «Çеçпĕл сăввисене чи лайăх калакан», «Чăваш поэчĕсен сăввисене чи лайăх калакан», «Чăваш юррисене чи лайăх юрлакан» номинацисенче нумай ача ăсталăхпа пултарулăх енчен ăмăртрĕ. Сăвă çыракансем те уйрăм номинацире тупăшрĕç. Фестивале «Чăваш сăмахĕ» вĕренекен тутар ачисем хастар хутшăнни уйрăмах кăмăллă. Чĕчкен тĕп шкулĕнче пĕлÿ пухакан Айсылу Мезитова К.Ивановăн «Нарспи» поэмин пĕр сыпăкне пăхмасăр каласа панине пурте тимлесе итлерĕç. Жюри членĕсем чи пултаруллисене пĕр саслăн пулса палăртрĕç. Çеçпĕл сăввисене чи лайăх калаканни — Хирти Явăш вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Марина Рубцова. «Чăваш поэчĕсен сăввисене чи лайăх калакан» номинацире 1-мĕш вырăн хуçи вара — Нĕркеç шкулĕн саккăрмĕш класĕнчи Сергей Петров.
Юрă-кĕвĕ тĕнчи хăйĕн тусĕсене асамлăхĕпе илĕртрĕ. Чăвашла чи лайăх юрлаканни тесе жюри членĕсем Илья Макарова палăртрĕç. Арçын ача Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче çиччĕмĕш класра вĕренет.
Çамрăк авторсенчен сăвă çырса каласа парассипе вара Юля Крысовăна çитекен пулмарĕ. Нĕркеçсем хăйсен çĕнтерÿçисемпе чăннипех те мăнаçланма пултараççĕ.
Призерсен шутне лекнĕ пултаруллă ачасем нумай. Вĕсене пурне те вĕрентÿ пайĕн Хисеп хучĕсемпе, парнисемпе чысланă.
Поэзие кăмăллакансен йышĕ çултан-çул ÿссе пырать. Апла пулас поэтсем хамăр хушăрах. «Çеçпĕл кăвайчĕ» яланах ялкăшса тăтăр.
Источник: "Каçал Ен"