03 июня 2009 г.
Ял çыннисемшĕн хĕрÿ кунсем, канăçсăр сехетсем иртсе кайрĕç. Уй-хир тин кăна техника шăв-шавĕнчен лăпланнăччĕ. Тăри юрри çеç илтĕнетчĕ. Çур акине вăхăтра, ăнăçлă ирттернĕ хыççăн «Восток» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем, хăнасем ĕçпе юрă тата спорт уявне – Акатуя пухăнчĕç. Çанталăкĕ те çав тери кăмăллă тăчĕ.
«Сар хĕвел çÿлти тÿпере ăшăрах та савăкрах паян. Ман çуралнă савнă ялăм уява хăй халăхне пухать»,— пуçларĕ программăна Хырхĕрри культура çурчĕн ертÿçи Т.И.Бормотина. Уçланкăра ир-ирех хаваслă юрă- кĕвĕ янăрарĕ, пурне те уява йыхравларĕ. Райпо сутуçисемпе предпринимательсем халăха апат-çимĕç, промышленность таварĕсем сĕнчĕç. Сцена хăйĕн илемĕпе аякранах илĕртрĕ, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, ялавсем, капăр тумланнă çынсем уяв сăнне палăрмаллах пуянлатрĕç.
Палăртнă вăхăт çитсен халăх умне район пуçлăхĕ Г.Ф. Волков, «Восток» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи В.Г.Михеев, Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев, хуçалăх специалисчĕсем тухрĕç. Чи малтан Геннадий Федорович çĕр ĕçченĕсемпе ял çыннисене ĕçпе юрă тата спорт уявĕпе чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, ÿсĕмсем тата ăнăçу сунчĕ. Вăл хуçалăх çур акине ăнăçлă вĕçленине палăртрĕ, малашне те çĕр ĕçĕнче тăрăшса ĕçлемелли çинчен каларĕ. «Восток» кооператив паянхи кун ура çинче чи çирĕп тăраканнисенчен пĕри. Унăн малашлăхĕ тата та пысăк»,— терĕ вăл, хырхĕррисене ăнăçу сунса.
Хуçалăх председателĕ В.Г.Михеев ĕçре палăрнисене чысларĕ, укçан парнесем пачĕ. Тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсене хастар та пултаруллă пулнăшăн тав турĕ, тăнăçлăх, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырă сунчĕ. Чăн та, «Восток» кооперативăн уй-хирĕсене тухса курсан чун савăнать. Кĕр мăнтăрĕ тулăх килессе, пÿлмесем тулли пуласса шанмалăх, ĕмĕтленмелĕх пур. Çак кун хисепе тивĕçсе сцена çине Н.П.Коновалов, А.Н.Федоров акакансем, М.И.Казикова доярка, Р.М.Гладкина, Л.В.Воронкова пăру пăхакансем тата ыттисем те тухрĕç. Çавăн пекех хĕрÿ тапхăрта С.В.Хлебников 347 гектар çĕр лаптăкне сÿреленĕ, А.А. Белков 379 гектар культиваци тунă, Ю.А. Белков 154 гектар акнă, Е.В.Порфирьев 523 гектар çĕре тикĕсленĕ. Акара палăрнисене те парнесем пачĕç.
Пухăннисем умне Хырхĕрри культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ тухрĕ. Вĕсем илемлĕ юрăсемпе пурин кăмăлне те çĕклерĕç. Чăваш тумĕллĕ артистсем çине пăхатăн та ирĕксĕрех шăхăша путатăн. Мĕн тери пултаруллă та маттур вĕсем! Куракансен канăвне кăмăллă йĕркелес, уява хаваслăх кĕртес тĕллевпе тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе хаваслантарчĕç вĕсем. Нумайччен шăранчĕ юрă-кĕвĕ.
Мĕнле уяв вăл спорт тупăшăвĕсемсĕр? «Автансен çапăçăвĕнче» Сергей Корнилов пурне те çĕнтерчĕ. 16 килограмлă кире пуканне тăватă метр çÿллĕшĕнчен ывăтса каçараканĕ Евгений Михайлов пулчĕ. Спорт енĕпе иртекен ăмăртусене В.В. Белков йĕркелерĕ. Акатуйри спорт вăййисене вăл кăçал çĕнĕлĕх те кĕртнĕ — арçын ачасем хĕрсене йăтса чупасси.Çакăнта вăй виçекенсем хушшинче Лена Рубцовăпа Саша Романова çитекеннисем пулмарĕç. Калуша чи аякка ывăтас енĕпе, вĕрен туртассипе те ăмăртусем хĕрÿ иртрĕç. Хырхĕррисем хаваслă пурăнма пултарни пурне те савăнтарать. Вĕсем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Тавралăхĕ те хăйсем пекех илемлĕ, чуна тыткăнларĕ. Малалла та «Восток» хуçалăх ĕçченĕсен пĕрле кар! тăрса ĕçлеме, пĕр-пĕрне пулăшса пыма, килĕштерсе пурăнмалла пултăрччĕ.
Источник: "Каçал Ен"