30 мая 2009 г.
Ачасем — пĕр айăпсăр чунсем. Уйрăмах пĕчĕккĕлле илемлĕ, ачаш — тытса çупăрлас, юратас килет. Вĕсем мĕнле ÿссе çитĕнесси чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен килет пулин те, патшалăх, общество, вĕрентÿ учрежденийĕсен яваплăхĕ те пысăк. Ачасене пăхса ÿстерме условисем пулмасан, пĕчĕкренех аталантармасан, ăçтан вĕсенчен çĕр-шывшăн юрăхлă, ăслă-тăнлă, культурăллă çын пулайĕç.
Юлашки çулсенче, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пулин те, çураласлăх ÿсни палăрать. Шел, вĕсене аталанма, илемлĕхе туйма, шкула кайма пулăшакан ача сачĕсем çĕршывĕпех, çавăн пекех пирĕн районта та çителĕксĕр. Комсомольскинче «Рябинушка», «Колосок», Хирти Явăшра «Колобок», Урмаелĕнче «Лейсан», Аслă Çĕрпÿелĕнче «Солнышко» ача сачĕсем ĕçлеççĕ. Унта çÿрекенсем, килте воспитани параканнисемпе танлаштарсан, аталану енĕпе чылай уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем вăйăсем нумай пĕлеççĕ, ÿкереççĕ, ал ĕç тăваççĕ, пластилинран тата ытти япаласенчен теттесем ăсталаççĕ. Халăх йăли-йĕркине те пĕчĕкрен алла илеççĕ. Юрлама-ташлама та ăста вĕсем. Шкул çулне çитичченех ручка-кăранташ тытма, вулама, çырма, шутлама пултараççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, юрă-ташă фестивалĕсенче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ, ÿкерчĕксен, ал ĕçĕсен выставкисене тата ытти нумай-нумай конкурса хутшăнаççĕ, экскурсисенче пулаççĕ. Çакă вĕсен тавра курăмне, пĕлĕвне, ăсталăхне, пултарулăхне нумай ÿстерет. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларсан та çухалса каймаççĕ кунашкаллисем.
Юлашки çулсенче ача сачĕ çук ялсенчи шкулсен çумĕнче кĕске вăхăтлăх ушкăнсем йĕркеленĕ. Çакă тата 100-шер шăпăрлана пĕчĕкренех аталанса ÿсме пулăшатех. Акă мĕн каласа парать Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн директорĕ С.А.Лукиянов: «Ун пек ушкăна эпир пĕлтĕр йĕркелерĕмĕр. Чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ ĕçре, асламăшĕ-кукамăшĕ пăхаймасть. Ирĕксĕрех ачана ăçта хăвармалла текен ыйту тухса тăрать. Пирĕн шкул çĕнĕ. Классем çителĕклĕ, унта ăшă, çутă, хăтлă. Çакна шута илтĕмĕр те ĕнтĕ. Кăçал ушкăна пурĕ 18 ача çÿрет. Вĕсем 5 сехет пулаççĕ, кунне 2 хутчен вĕри апат çитеретпĕр. Вылямалли теттесем тата ытти хатĕр-хĕтĕр çителĕклĕ. Спонсорсем те, ашшĕ-амăшĕ те пулăшу пама тăрăшаççĕ. Ачасемпе Л.В. Богатырева воспитательпе О.П.Григорьева пулăшакан ĕçлеççĕ. Вĕсем ачасем тĕрлĕ енлĕн аталанччăр тесе тимлеççĕ».
Кун пек условисем пĕр Аслă Чурачăкра çеç мар, ытти шкулсенче те пур. Ашшĕ-амăшĕ çакăнпа кăмăллă.
Ачасем — пирĕн пуласлăх, тетпĕр. Апла пулсан мĕншĕн шеллеместпĕр, тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшмастпăр? Ачасене хÿтĕлемелли çинчен сăмах-юмах чылай юхать. Анчах та шкул-интернатсем, приютсем, ача çурчĕсем пушанса пынине илтме çук. Çав-çавах хăйсен тĕпренчĕкĕсене больницăна пăрахса хăваракансем, ачисене кирлĕ пек пăхманнине пула ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă çемьесем чылай-ха.
Июнĕн 1-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун. Ăна ăнсăртран тĕнче шайĕпе палăртман. Ачасем тĕлĕшпе татса паман ыйтусем ытти çĕршывсенче те пур. Тăрăшасчĕ вĕсемшĕн, ачалăхĕ хаваслă та, савăнăçлă ирттĕр тесе çине тăрасчĕ.
Источник: "Каçал Ен"