АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ОПЕРАЦИ ПЫРАТЬ

30 мая 2009 г.

 

Çул-йĕр çинчи лару-тăру çулран-çул йывăрланса пынине шута илсе, Чăваш Республикин территорийĕнче майăн 18-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 14-мĕшĕччен «Асăрханăр: ачасем!» профилактикăлла операци иртет. Çак тапхăрта шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă чылай мероприяти йĕркелеме палăртнă. Чăваш Енри патшалăх автоинспекци çуран çÿрекенсемпе водительсене çак тапхăрта уйрăмах тимлĕхе ÿстерме ыйтать. Ачасен сывлăхĕпе пурнăçне упрасси, сыхласси аслисенчен, çав вăхăтрах водительсенчен те нумай килет.

ХАКЛĂ ВОДИТЕЛЬСЕМ !

Çул-йĕр çинче тимлĕ пулăр. Шкулсенчи занятисем умĕн тата уроксем хыççăн уйрăмах асăрханулăх пирки манса каймалла мар. Вĕрентÿ учрежденийĕсем умĕнче, çуран çÿрекенсем çул урлă каçмалли вырăнсенче хăвăртлăха чакарма ан манăр. Вĕренекенсем хушшинче шкула кăçал пуçласа ура ярса пусакансем, çул-йĕрпе хăйсем тĕллĕн пуçласа утакансем, çул-йĕр правилисемпе паллашса ĕлкĕрейменнисем те пуррине асрах тытăр! Водителĕн çакна яланах ас тумалла. Ачасен ушкăнне ятарлă паллăсем вырнаçтарнă автобуссенче илсе çÿремелле. Автобуса чарса ачасене лартнă е антарнă чухне авари сигнализацине çутмалла. Çапла туни хыçалтан е малтан килекен транспортăн хăвăртлăхне чакарса тимлĕхе тата та ÿстермеллине, ачасем çул урлă каçаççĕ пулсан чарăнса тăрса вĕсене ирттерсе ямаллине пĕлтерет.

АСЛИСЕМ, АШШĔ-АМĂШĔ!

Ачăрсене çул-йĕр правилисемпе паллаштарма ан манăр. Çакă вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕ, вĕсен пурнăçне упрама пулăшĕ!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика