30 мая 2009 г.
Элпуç ял поселенийĕн тăрăхĕнче çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Акатуй-Сабантуй иртрĕ. Унта чăннипех талантлă, ăста коллективсем, уйрăм çынсем пуррине халăх тепĕр хут курса ĕненчĕ. Художество пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм солистсем уява килнĕ халăха савăк юрă-ташăпа тата такмаксемпе савăнтарчĕç.
Савăнăçлă уява «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Р.М.Мансуров уçрĕ. Салам сăмахĕсемпе район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков тухса калаçрĕ. «Сирĕн хуçалăх паянхи кун лайăх аталанса пыраканнисенчен пĕри. Çур акинче мĕн акса, лартса хăварнине вăхăтра, пĕр тăкаксăр пухса кĕртме сунатăп»,— терĕ Геннадий Федорович пухăннисене. Çавăн пекех савăнăçлă уяв ячĕпе «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн ертÿçи М.Г.Шарафутдинов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Х.С.Идиатуллин, В.Н.Гордеев, Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи «Элита» фирма представителĕсем тата ыттисем те сăмах тухса каларĕç.
Çавăн пекех Ремис Мансурович ĕçре ырми-канми тăрăшакансене Хисеп грамотисем тата укçа парса хавхалантарчĕ. Палăрнисем хушшинче хĕрарăмсем те нумай. Вĕсенчен пĕри — зоотехник тата сĕт-çу фермин заведующийĕ пулса чылай çул ĕçлекен Л.В.Розова. Хуçалăх ертÿçи Любовь Васильевна пирки ырă сăмахсем каларĕ. Вăхăтлăх сцена çине умлăн-хыçлăн хастар çĕр ĕçченĕсем, выльăх пăхакансем, механизаторсемпе водительсем тухрĕç. Рифкать Шефигуллович Халитов Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ.
Унтан пултарулăх коллективĕ, ташă ушкăнĕсем, пĕччен юрлакансем ташласа тата юрласа халăха савăнтарчĕç. Концерт программине Новелла Розова ертсе пычĕ. Пуçтарăннисем Наташăпа Владимир Павловсен «Деревенька» юррине уйрăмах хапăл туса кĕтсе илчĕç. Тĕп хуларан килсе çитнĕ Лариса Васильевăпа пĕртăван Малинасем те куракансен кăмăлĕсене нумай вăхăт хушши юрăсемпе çĕклерĕç.
Хăнасене Бибидзян Галимовна Тазетдинова пĕçернĕ тĕрлĕрен çимĕçсемпе тата чейпе сăйларĕ.
Уява тĕрленĕ кавирсен, алшăллисен тата алăпа тунă теттесен выставки илем кÿчĕ. Тĕрĕсем умĕнче тăнă чухне аса илÿсен çăмхи ăшнех путрăм. Эрешсене нумайăшне хĕрлĕ тĕспе илемлетнĕ. Хĕрлĕ тĕс халăх асĕнче чăн пурнăçпа — телейпе, чаплă уявпа, савăнăçпа çыхăннă. Çак тĕрĕсене курсан ачалăхпа çамрăклăх куç умне тухса тăчĕç. Çапла, Манăçа тухмасть-ха чăваш тĕрри...
Спорт программине те анлă хатĕрленĕ элпуçсем.Тĕрлĕрен ăмăртусем пулчĕç çак кун: михĕсемпе автанла çапăçасси, кире пуканĕ çĕклесси, тутарла-пушкăртла кĕрешесси тата ытти те. Каçченех саланмарĕç уява килнисем. Юрларĕç, ташларĕç, пĕр-пĕрне саламларĕç. Ваттисем те, вĕттисем те нумайччен уçăлса çÿрерĕç.
Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ Акатуй-Сабантуй пуриншĕн те кĕтнĕ, юратнă уяв шутланнă, шутланать те.
Источник: "Каçал Ен"