30 мая 2009 г.
Майăн 28-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Пухăва район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ. Пуçтарăннисем пилĕк ыйту пăхса тухрĕç: «Комсомольски районĕн 2009 çулхи бюджечĕ пирки», «Районти бюджет право çыхăнăвĕсем пирки» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси, 2009 çулхи I кварталти бюджета пурнăçлани пирки, муниципаллă харпăрлăхри пурлăха ял поселенисене парасси, районти тĕллевлĕ программăна «Япăх çуртсенчен лайăх çуртсене куçарасси» çинчен йышăнусем туса хăварчĕç. Пухăннисем умĕнче виçĕ ыйтупа райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ И.Г.Васильева тухса калаçрĕ. Çавăн пекех пухура В.Ф.Сорокина, А.В.Краснов тата ыттисем те сăмах каларĕç. Депутатсем ларура 21 хваттерлĕ çĕнĕ çурта 41 çынна — Заводская, Карл Маркс, Октябрьская, Куйбышев урамĕсенчи тата Пришкольный тăкăрлăкра пурăнакансене пурăнмалли лайăхрах çурта куçарас пирки сÿтсе яврĕç. Комсомольскинчи Разумов урамне Комсомольски ял поселенин, Тукайри «Калинино — Батырево — Яльчики» трассăн пĕр участокне Тукай ял поселенин аллине парасси пирки йышăнса хăварчĕç. Депутатсем ларура тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яврĕç. Кирлĕ йышăнусем турĕç.
Источник: "Каçал Ен"