АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЯВ ХАВАСЛĂ ИРТРĔ

30 мая 2009 г.

 

Вулавăш ĕçченĕсен праçникне халăх чылай пуçтарăннă. Ăна районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсем В.Боровковăпа Е.Савельева ертсе пычĕç. Уява питĕ лайăх хатĕрленнĕ вулавăш ĕçченĕсем. Вĕсене саламлама районти библиотекăсен ертÿçисем, вулакансем, хăнасем килсе çитрĕç. Ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕç.

Тĕп библиотека ертÿçи М.В.Мокеева ĕçре палăрнисене, вулакансене Хисеп хучĕсем, парнесем, чечексем парса чысларĕ. Библиотекăра чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене ырă сăмахсемпе палăртса хăварчĕ. Пухăннисем вĕсенчен сарăмсăр уйрăлса кайнă ĕçтешĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Уявăн иккĕмĕш пайĕнче районти библиотекăсем электронлă майпа презентацисем хатĕрлесе кăтартрĕç. Пуçтарăннисем Нĕркеç ял библиотеки «Манăн библиотека» номинаципе хатĕрленĕ (ертÿçи Е.П.Волкова) материалсемпе паллашрĕç.

Уяв питĕ хаваслă иртрĕ. Библиотекарьсен ячĕпе çак кун сахал мар салам сăмахĕ, юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Каярахпа пуçтарăннисене тутлă апат-çимĕçпе, чейпе сăйларĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика