27 мая 2009 г.
Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче районти шкулсенче «Юлашки шăнкăрав» уявне халалланă линейкăсем иртрĕç. Кăçал районти шкулсенчи 343 ача 11-мĕш, 326-ăн 9-мĕш класран вĕренсе тухаççĕ.
Юлашки шăнкăрав... Савăнăçлă та хумхануллă самант. 11-мĕш класс ачисемшĕн вĕренÿ çулĕ вĕçленет, умра — анлă пурнăç çулĕ. Тăван шкулпа, юратнă юлташсемпе, учительсемпе сывпуллашма пĕрре те çăмăл мар.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче «Юлашки шăнкăрав» уявĕ 11 сехетре пуçланчĕ. Шкултан вĕренсе тухакансене ăнăçу сунса Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ А.Терентьев, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Е.Карпеев, çак шкул ветеранĕсен совечĕн председателĕ Г.Титов тата ыттисем те сăмах тухса каларĕç. «Шкулăн ырă ятне çÿлте тытăр, унăн чысне ан ÿкерĕр, хăвăра вĕрентнĕ учительсене ан манăр»,— терĕ Анатолий Семенович выпускниксене ăнăçу сунса. Тухса калакансем ачасене патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытма, умри çĕр-çĕр çултан пĕрне — чуна чи çывăххине суйласа илсе унпа пурнăç тăршшĕпех такăнмасăр утма сĕнчĕç. Вĕренÿре, тĕрлĕ олимпиадăсенче, конкурссенче, спортра палăрнă выпускниксене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
Шкул пĕтерекенсен пĕрре-мĕш вĕрентекенĕсем, класс ертÿçисем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ те тухса калаçрĕç. Шкул пĕтерекенсем алла ручка тытма вĕрентнĕ пĕрремĕш учительсене тав турĕç, ăшă сăмахсем каларĕç.
Чи хумхануллă самант вăл – юлашки хут шăнкăрав янрани. Ăна шăнкăртаттарма чи лайăх вĕренекенсем, обществăлла ĕçе активлă хутшăнакансем – Наташа Михайловăпа Рома Букреев тивĕçрĕç.
Такăр çул сире, шкул пĕтерекенсем!
Источник: "Каçал Ен"