АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИ ÇЫННĂН РАÇÇЕЙ ПАСПОРЧĔ ПУЛМАЛЛА

23 мая 2009 г.

 

РФ Президенчĕн 1997 çулхи мартăн 13-мĕшĕнчи 232 номерлĕ «Раççей Федерацийĕн территорийĕнче Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен тĕп документ çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, РФ гражданинĕн паспорчĕ çинчен Положение (йышăнăвĕ 1997 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчен) çирĕплетнĕ. Çапла майпа, 1997 çулта паспорт реформи пуçланнă, 1974 çул тĕслĕхĕнчи СССР гражданинĕн паспорчĕсене Раççей çĕнĕ паспорчĕпе улăштарма тытăннă. Унтанпа темиçе çул иртрĕ пулин те, пурте çĕнĕ паспортсем илмен. Хальхи вăхăтченех кивĕ паспортсене документ вырăнне усă куракансем юлнă-ха. Паянхи кун ун пеккисем пирĕн районта 20-ĕн. Вĕсенчен 17-шĕ çĕнĕ паспорт илме кăмăл туманнине тĕн сăлтавĕсемпе ăнлантараççĕ. Вĕсем, имĕш, биометри кăтартăвĕсене кĕртмеллипе çыхăннă. Чăннипе вара РФ гражданинĕн паспорчĕсенче нимĕнле биометри кăтартăвĕсем те çук. Паспортсенче суя тăвассинчен хушма управ функцине пурнăçлакан сыхлав пайĕсем çеç пур. Вĕсем паспорт хуçи çинчен информацие те пĕлтермеççĕ, гражданинăн Конституци прависене те пăсмаççĕ.

Совет паспорчĕсемпе çÿрекенĕн çакна пĕлмелле: РФ Правительствин 1997 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ Положенин пĕрремĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, Раççей гражданинĕн паспорчĕ тĕп документ шутланать. Раççейре пурăнакансен, 14 çул тултарсан, пурин те паспорт пулмалла.

1974 çул тĕслĕхĕнчи ССCР гражданинĕн сăн ÿкерчĕксемпе çыпăçтарассине (25, 45 çул тултарасан) Положенипе пăхса хуман. Çавăнпа та сăнÿкерчĕк çыпăçтарман СССР паспорчĕсем юрăхсăр, вĕсен хуçисене – Раççей гражданĕсене – РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен Кодексĕнчи 19.15 статьян пĕрремĕш пайĕпе явап тыттараççĕ. Кун пеккисене 1,5 пинрен пуçласа 2,5 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика