АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЙĂПЛАНТĂН – ЯВАП ТЫТ

23 мая 2009 г.

 

Раççей Федерацийĕн йĕркене административлă майпа пăснăшăн явап тыттарасси пирки калакан Кодексĕнче 20.25 статья пур. Çак статьян пĕрремĕш пайĕнче административлă штрафа вăхăтра (30 кун хушшинче) тÿлемесен штраф виçине икĕ хут ÿстерсе тепĕр хут штрафлаççĕ е арестлесе 15 талăка хупса хураççĕ.

Кăçалхи 4 уйăхра çÿлерех асăннă статьяпа 29 водителе явап тыттарнă. Вĕсенчен 27-шĕ çине тепĕр хут штраф хунă, пурĕ 9300 тенкĕлĕх. Икĕ водителе районти миравай судьян постановленийĕпе 15 талăк таран административлă майпа арестленĕ. Асăннă водительсене çул çинче çÿремелли правилăсене сĕмсĕррĕн пăснăшăн явап тыттарнăччĕ. Анчах та çавсем штраф суммине 30 кун хушшинче патшалăх кассине хывман. Çавăнпа вĕсем пирки административлă Кодексăн 20.25 статйипе ĕç пуçарма тиврĕ. Ку статьяпа постановлени йышăнсан вара ăна 10 кун хушшинче пурнăçламалла. Çавăнпа каласа хăварасшăн: административлă майпа айăпа кĕтĕр пулсан, штраф суммине вăхăтра хывни хăвăршăн лайăх пулĕ. Суд приставĕ сирĕн пата пырасса кĕтсе лармалла пулмĕ. Пĕрремĕш штрафне вăхăтра тÿлеменни суммăна тата икĕ хут ÿстерет-çке.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика