АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МĔНШĔН-ХА СЫВЛĂХ ÇИНЧЕН ШУТЛАМАСТПĂР?

23 мая 2009 г.

 

Çын сывлăхлă пулни çĕршывшăн пĕлтерĕшлине кашниех çав тери лайăх пĕлет. Çавăн пекех вăл хамăршăн та пысăк пуянлăх пулса тăрать-çке. Çирĕп сывлăхлă çын телейлĕ. Вăл ирсерен вăрансан çĕнĕ кун пуçланнăшăн савăнать. Анчах та сывлăхĕшĕн тăрăшманнисем, хăйсене упрама пĕлменнисем те пур-ха. Акă, Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ кăçалхи иккĕмĕш кварталăн пĕрремĕш çурринче (апрель — май) Комсомольски районĕнче тĕрлĕ сăлтавпа вилнĕ çынсем пирки 13 материал пă-хса тухрĕ. Вăл шутран 10 çын апрельте, 3-шĕ май уйăхĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă. Тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ: 13 çынран 4-шĕ алкоголь продукцийĕпе наркăмăшланнă, пĕрин пурнăçĕ сĕрĕм тивнипе татăлнă, ыттисем вара чире пула çĕре кĕнĕ. Çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнипе çыхăннă материалсем пĕри те Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе тата 111 статйин 4-мĕш пайĕпе çыхăнса тăмаççĕ. Урăхла каласан, вĕсем уголовлă ĕç пуçарма хистемеççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика