АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂКСЕМ ÇĔРШЫВА ХŸТĔЛЕМЕ ХАТĔР

23 мая 2009 г.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕ çывăхĕнче палаткăсен хули ÿссе ларчĕ. Кунта çамрăк армеецсен «Зарницăпа» «Орленок» вăййисен районти тупăшăвĕ иртрĕ. Хăйсен ăсталăхне 14 вăтам тата 4 тĕп шкулăн ачисем кăтартрĕç.

Çарпа спорт вăййисене хутшăнакансен умĕнче район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов, вĕрентÿ пайĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен аслă специалисчĕ Е.А.Тихонов, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн ертÿçин çумĕ В.Н.Гаврилов, РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Н.А.Хайруллов, районти çар ĕç комиссариачĕн сотрудникĕ А.А.Маурин тата ыттисем те сăмах тухса каларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Вăрман хĕрринчи уçланкăра ирттернĕ вăйăсенче пур шкулсенчи ачасем те хастар пулчĕç, вăйă хĕрÿ те интереслĕ иртрĕ. Малтанхи кунах çамрăк армеецсем юрласа стройпа утас енĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вăл «Яштак та кĕрнеклĕ — хисепе тивĕçлĕ» девизпа иртрĕ. Кашни команда хĕçпăшаллă вăйсен тĕрлĕ формисене тăхăннă, хăйсем вара мăнаçлă утаççĕ. Кам кăна çук-ши вĕсен хушшинче — моряксем, десантниксем... Çамрăк армеецсем ăсталăхне, пултарулăхне, чăтăмлăхне, ăсне, вăйне виçĕ кун 10 енлĕ ăмăртура кăтартрĕç.

Вĕренекенсен стройпа утма, тĕрлĕ командăсене тивĕçлипе пурнăçлама пĕлмелле. Хитре парад формисене тăхăннă çамрăксене сăнаса тăма та кăмăллă. Стройпа тата юрласа утас енĕпе вăтам шкулсем хушшинче чи пултаруллисем тăманлăвыçлисем пулчĕç. Вĕсем 97 очко пухса пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Хырайĕнелсем — иккĕмĕш, çĕнĕмăратсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тĕп шкулсенче вĕренекенсен кăтартăвĕсем те аван. Александровка ачисем çак ăмăртура 91 очко пуçтарса пĕрремĕш, чĕчкенсем — иккĕмĕш (90 очко), анаттимĕрчкассисем виççĕмĕш (87 очко) вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Пулас салтакăн пăшал тытма, тĕл пеме пĕлмеллех. Пневматикăллă винтовкăран тĕл персе тивертес енĕпе Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Тăманлă Выçли тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем те маттурлăхне кăтартрĕç. Тĕп шкулсенчен Александровка — пĕрремĕш, Хырхĕрри — иккĕмĕш, Анат Тимĕрчкасси виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

«Чи вăйли тата вăр-варри» ăмăртура шурутсем, хырхĕррисем, александровкăсем чи пултаруллисем пулнине çирĕплетрĕç. Хиртимăнтăрсемпе чĕчкенсем те лайăх енчен палăрчĕç.

Çамрăк армеецсен пушарниксем те пулма тиврĕ. Командăри кашни ачан пушар сÿнтерекен ĕçре вăй хуракансен тумне хăвăрт тăхăнса, тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарса вут-кăвар сÿнтермелле пулнă. Çак конкурса асанкассисем тата александровкăсем чи лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕç. Çĕнĕмăратсем, тукаймишерсем, чĕчкенсем, анаттимĕрчкассисем те тантăшĕсенчен юлмарĕç.

Велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнассипе те конкурс çивĕч иртрĕ. «Хăрушсăрлăх урапи» вăййа районти шалти ĕçсен пайĕнчи ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ В.А.Кондратьев ирттерчĕ. Конкурсра Комсомольски 1-мĕш вăтам, Чĕчкен тĕп шкулĕсен çамрăк армеецĕсем — пĕрремĕш, Тăманлă Выçли вăтам, Хырхĕрри тĕп шкулĕсем — иккĕмĕш, Çĕнĕ Мăрат вăтам, Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕсем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Шкулта вĕренекенсем спорт енĕпе хастар пулнине эстафета ăмăртăвĕнче çирĕплетрĕç. Çак хĕрÿ кĕрешÿре каллех тăманлăвыçлисемпе анаттимĕрчкассисене çитекен пулмарĕ. Хырайĕнелсем тата чĕчкенсем иккĕмĕшсем, шурутсем, александровкăсем тата Комсомольски 2- мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

«Зарницăпа» «Орленок» вăйăсенче право ыйтăвĕсене, тăван тавралăх, тăван район историне епле пĕлнин конкурсĕсене ирттерни те питĕ интереслĕ. Шкул ачисем ыйтусене тĕплĕн хуравларĕç. Унта кĕçĕнçĕрпÿелсем, хырайĕнелсем, александровкăсем, хырхĕррисем, анаттимĕрчкассисем тата ыттисем те хăйсен пĕлĕвне лайăх енчен кăтартрĕç.

Тинĕс-çар нумайенлĕхĕ тĕрлĕ пайран тăчĕ. Ку конкурс питĕ интереслĕ иртрĕ.

Чи маттуррисем каллех Тăманлă Выçли тата Анат Тимĕрчкасси шкулĕсенчи çамрăк армеецсем пулчĕç. Нĕркеçсем, шурутсем, хырхĕррисем тата александровкăсем те хăйсен ăсталăхне çирĕплетрĕç.

Çамрăк армеецсем чăтăмлăхне, спорт енĕпе аталаннине çар ĕçĕн ăмăртăвĕнче кăтартрĕç. Çивĕч пычĕ кĕрешÿ. Кашни отделени çĕнтерÿçĕ ята илесшĕн. Пĕрремĕш вырăна нĕркеçсемпе хырхĕррисем, иккĕмĕшне — асанкассисемпе анаттимĕрчкассисем, виççĕмĕшне тăманлăвыçлисемпе александровкăсем тухрĕç.

Юлашкинчен «Вперед, юнармейцы!» конкурс пулчĕ. Унта ăсталăхпа тата пултарулăхпа тăманлăвыçлисем, анаттимĕрчкассисем палăрчĕç. Çавăн пекех шурутсем, чĕчкенсем, кĕçĕнçĕрпÿелсем тата александровкăсем хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç.

Виçĕ кун хушши пынă ăмăртусенче çĕнтерÿçĕсен ятне тăманлăвыçлисем тата александровкăсем тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăна шурутсемпе анаттимĕрчкассисем, виççĕмĕшне нĕркеçсемпе хырхĕррисем тивĕçлипе йышăнчĕç. Вĕсем пур йывăрлăха та чăтăмлă тÿссе ирттерчĕç, кирек мĕнле лару-тăрăва лексен те çухалса кайманнине кăтартрĕç. Кунта, паллах, физкультурăпа тата çар хăнăхăвĕсене вĕрентекен учительсен тÿпи пысăк.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç. Малашне те спортра тата вĕренÿре ăнăçу сунчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика