23 мая 2009 г.
Майăн 20-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Ăна ирттерме Чăваш Республикин хула строительствин тата общество инфратытăм аталанăвĕн министрĕ А.Н. Гончаров тата Мускав автоçул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн директорĕ В.Е.Федоров килсе çитрĕç.
Информаци кунĕн тĕп темисенчен пĕри вăл — ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи бюджет политикин тĕп тĕллевĕсем çинчен» указне патшалăх влаçĕ тата вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕсем мĕнле пурнăçласа пыни пулнă.
А.Н.Гончаровпа район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков Тукай ял поселенине çитсе курчĕç, ял çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕç. Каярахпа вĕсем «Çĕрпÿел кирпĕч завочĕ» ХАОра ĕçлекенсемпе калаçса ыйтусене хуравларĕç. Тĕл пулусенче вут-кăвар тухасран асăрханса вăрмансене пушартан сыхлас, ялсене тирпей-илем кĕртес, çул-йĕре йĕркеллĕ тытса тăрас тата ытти ыйтусем пирки те калаçусем ирттернĕ. «2009—2011 çулсенче республикăра табак туртассине хирĕçле профилактика ĕçĕсем тăвасси çинчен» республикăри тĕллевлĕ программа пирки те сăмах пынă.
В.Е.Федоров ертсе пынă ĕçлĕ ушкăн Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе курса калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"