АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔП ПАРНЕ - «АННЕ» СТАТУЭТКА

20 мая 2009 г.

 

Иртнĕ çул Шупашкарта халăхсен хушшинчи патриотлăх туйăмне аталантаракан I кинофестиваль иртнĕччĕ. Иккĕмĕшĕ те "алăкран шаккать", ăна кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1—6-мĕшĕсенче йĕркелеме палăртнă.

Фестиваль тĕллевĕ — хальхи вăхăтри халăхсен хăй евĕрлĕхне киноискусство мелĕпе палăртакан произведенисене асăрхасси, вĕсене çул парасси, тĕнче глобализацийĕн инкекĕнчен сыхланмалли мелсене тупма, кашни халăх культурине упраса хăварма пулăшасси.

Фестиваль президенчĕ — паллă кинорежиссер, Раççей халăх артисчĕ, РФ Общество палатин членĕ, "Мосфильм" генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров. Пултарулăх ертÿçи — киновед, продюсер, "Кинопроцесс" журналăн тĕп редакторĕ, Раççей Кинематографи искусствисен "Ника" академийĕн членĕ Вячеслав Шмыров.

Фестиваль программинче — илемлĕ, документлă фильмсем, ачасемпе çамрăксем валли ÿкернĕ фильмсем, студентсем валли мастер-классем, "çавра сĕтелсем".

Çак тапхăрта Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти кинотеатрсенче 50 яхăн кинокартина кăтартĕç. Конкурса вара актерсем вылякан çак фильмсене тăратнă: "Чужие" (Раççей — Египет — АПШ), режиссерĕ — Ю.Грымов; "Георг. Рассказы жены баритона" (Раççей — Эстони — Финлянди), режиссерĕ — П.Симм; "Океан" (Раççей — Куба), режиссерĕ — М.Косырев-Нестеров; "Подарок Сталину" (Казахстан — Раççей — Израиль), режиссерĕ — Р.Абдрашев; "Пленный" (Раççей — Болгари), режиссерĕ — А.Учитель; "Рай-ские птицы" (Украина — Раççей), режиссерĕ — Р.Балаян; "Русский треугольник" (Грузи — Украина — Раççей), режиссерĕ — А.Цабадзе; "Тайна Чингиз Хана" (Раççей — Монголи — АПШ), режиссерĕ — А.Борисов.

Çĕнтерÿçĕсем ятарлă парнене — "Анне" статуэткăна тивĕçĕç.

Фестивале нумай-нумай паллă артист килсе çитмелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика