20 мая 2009 г.
Хăйĕн халăхне шута илмесĕр нихăш çĕр-шыв та пурăнма пултараймасть. Çавăнпа çынсене шутлама ĕлĕк-авалах пуçланă. Хальхи евĕрлĕ çыравсене çĕнĕ ĕмĕрччен виçĕ çул маларахах Египетра, Индире, Китайра, Японинче ирттернĕ. Авалхи Греципе Рим та "ревизисĕр" пурăнайман.
18-мĕш ĕмĕр варринче пуçласа халăха тĕпчес юхăм çĕнĕ вăй илет. Вăл уйрăмах Европăри çĕршывсенче (Австринче, Голландинче, Данинче), çавăн пекех Азири Японинче тата Америкăра анлăн сарăлать. Анчах ун чухне çырав темиçе çула тăсăлнă, пĕтĕм халăха шута илмен е арçынсене кăна шутланă. Хальхи пекрех тĕллевсем тытса 1790 çулта АПШра, 1800 çулта Швеципе Финляндинче, 1801 çулта Англинче, Норвегинче, Данинче тата Францинче çырав йĕркеленĕ. Пĕчĕккĕнех çырав инструменчĕсем аталанса пынă, ятарлă бланксем тата инструкцисем кăларнă. Çырав программисем нумайрах халăх пĕлĕвне-вĕренĕвне, куçса çÿренине, çуралнине е вилнине, мĕн ĕç тунине тĕпчессипе çыхăннă. Пыра-киле çырав ыйтăвĕсене наука куçĕпе те пăхма пикеннĕ. Унăн тĕп правилисене 1853 çулта Брюссельте, халăхсем хушшинчи статистика конгресĕн сессийĕнче çирĕплетнĕ, çĕнĕрен тĕпчесе 1872 çулта Санкт-Петербургри сессинче улшăнусем кĕртнĕ. Малалла вара халăх çыравĕ ирттерме сĕнÿсем парас енĕпе халăхсем хушшинче статистика институчĕ, ООНăн статистика комиссийĕ ĕçленĕ.
Раççейре халăха шута илме 9-мĕш ĕмĕрте Киев Руçĕнче тата Новгородра тытăннă.
Монгол-тутар пусмăрĕ вăхăтĕнче (13-мĕш ĕмĕр çурринче) вырăссен уйрăм княжествисенче куланай пухас тĕлĕшпех çынсене шутланă, çĕр лаптăкĕшĕн тата ун чухнехи тĕп ĕç хатĕрĕшĕн — сухапуçшăн — налук илмелле тунă. Кăтартăвĕсене ятарлă кĕнекесене кĕртнĕ.
17-мĕш ĕмĕрте çак йĕркене улăштарса хуçалăха налук хунă, çавăнпа çыравра хуçалăхсене палăртнă. Уйрăм территорисенче вăл 1646, 1678, 1710, 1716-1717 çулсенче иртнĕ. Паллах ĕнтĕ, ун чухнехи çыравçăсем нумай йăнăш тунă, кăтартусене пытарнă, арçынсене çеç кĕртнĕ.
Раççейре крепостла йĕркене пăрахăçланă хыççăн халăха вырăнĕ-вырăнĕпе шута илекен çыравсем пуçланнă. Тĕпрен илсен, вĕсене тĕп хуласенче, пысăк кĕпĕрнесенче тата уйрăм уес хулисенче йĕркеленĕ. Анчах та пĕр пĕтĕм йĕрке те, палăртнă тĕрĕс вăхăчĕ те пулман-ха.
Источник: "Каçал Ен"