20 мая 2009 г.
Район прокуратури РФ налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Налук тÿлессипе, ун йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе тимлет. Çавна май налук тата пенси саккунĕсене пăснине тупса палăртас, тÿрлетес тĕлĕшпе пирĕн ятарлă ушкăн тăрăшать. Акă, нумаях пулмасть РФ налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн начальникĕ В.А.Антонов, РФ Пенси фончĕн управленийĕн районти пай начальникĕ И.А.Гришина, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ И.Г.Васильева хутшăннипе ятарлă ушкăнăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта калаçу бюджет тата бюджет мар тÿлевсем тĕлĕшпе парăмсене татасси пирки пычĕ. Кăçалхи апрелĕн 30-мĕшĕ тĕлне «Комсомольский «Водоканал» ОАОра налук, тÿлевсем, пенси взносĕ тĕлĕшпе парăм пурĕ 252213 тенкĕ, «Комсомольский РСУ» ХАОра 178371 тенкĕ, «Золотой колос» фермер хуçалăхĕнче 32515 тенкĕ, «Базальт» ОООра 83600 тенкĕ пулнă. Ларăва асăннă организацисен ертÿçисене чĕннĕ, парăмсемпе татăлмалли вăхăт палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"