20 мая 2009 г.
«Çĕрпÿелĕнчи кирпĕч завочĕ» хупă акционер обществинче çуллахи сезон уçăлнă. Маларах вара рабочисем хăйсен вăйĕпех кăмакасене, кирпĕч упрамалли сарайсене, кану пÿлĕмне юсанă. Завод территорине, вăл 4 гектар йышăнать, карта тытса тухнă. 2008 çулта завод пурĕ 1 миллион та 850 пин штук кирпĕч çапса кăларнă. Кăçал вара çак хисепе 2 миллиона çитересшĕн.
Заводра çуллахи вăхăтра 50 çын тăрăшать, вĕсем пурте çывăхри 5 ялта пурăнакансем. Çĕрпÿелсем çапакан кирпĕч пахалăхĕ аван, çавăнпа ăна хамăр район çыннисем çеç мар, республика тулашĕнчен те килсе туянаççĕ.
Хушма хуçалăх та пур заводăн. Унта 50 гектар çинче пĕрчĕллĕ тыр-пул çитĕнтереççĕ. Тырăпа улăма рабочисене валеçсе параççĕ.
Коллектив хăй умне лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Çакăнта завод директорĕн лавне 10 çул ытла туртакан Аглем Ибрагимовăн тÿпи те пысăк.
Источник: "Каçал Ен"