16 мая 2009 г.
Тукай ял поселенийĕнчи ялсенче пурăнакансем Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи халăх музейĕпе туллин мухтанма пултараççĕ. Сăлтавĕ те пур. Вăл Çĕнĕ Мăрат, Тукай, Тăманлă Выçли, Вутлан ялĕсенчи историе туллин кăтартса парать, экспонатсемпе пуян. Унта пыракансем хăйсен несĕлĕсемпе тĕплĕн паллашма пултараççĕ. Вăл е ку йăхсен йывăççисене йĕркелесе ятарлă альбомсем хатĕрленĕ. Стендсене çĕнетсе, документсем вырнаçтаратпăр. Экспонатсемпе те музей пуянлансах пырать. Шкул ачисемпе кунта истори урокĕсем ирттерме меллĕ. Музейĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Паянхи ачасем асаттесемпе асаннесен ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене курман, хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ паллă ентешĕмĕрсем çинчен те пĕлсех каймаççĕ. Музейре вара ятарлă пÿлĕмсенче вĕсем пирки паллашма пулать.
Килĕр, кĕрсе курăр, çĕннине нумай пĕлĕр!
Источник: "Каçал Ен"