АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РЕСПУБЛИКĂРА ПĔРРЕМĔШ

16 мая 2009 г.

 

"Хĕрлĕ автан" сиксе ан тухтăр тесе районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем чылай тăрăшаççĕ. Профилактика ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Инкек пулсан çийĕнчех вăл вырăна çитсе кĕрешÿ пуçлаççĕ. Пирĕн районти пушар чаçĕнче пултаруллă ĕçченсем тăрăшнине пушар спорчĕ енĕпе иртекен зонăри çеç мар, республикăри ăмăртусенче те мала тухни çирĕплетет. Вăй-хал енчен, хăюлăхпа çеç палăрса тăмаççĕ вĕсем. Юрра-ташша та ăста.

Нумаях пулмасть Шупашкарта пушар чаçĕсенчи художествăлла пултарулăх коллективĕсен смотр-конкурсĕ иртнĕ. Унта пирĕн районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем те зонăра мала тухса хутшăннă. Хутшăннă çеç мар, пур енĕпе те палăрса тăнă. Вокалистсен ушкăнĕ професси ĕçĕ-хĕлне кăтартса парса 1-мĕш вырăн йышăннă. Иван Порфирьевпа Михаил Дряблов хăйнеевĕрлĕ (оригиналлă) жанр номинаципе чи мала тухнă. Ташăçăсен ушкăнĕсем хушшинче те пултаруллă пулнă. Иван Порфирьев "Илемлĕ сăмах" ("Художественное слово") номинацире 1-мĕш пулнă. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсен ачисем те юрă-ташăпа туслă. Саша Жуков, Стасик Николаев "Пултаруллă çамрăксем" номинацире палăрнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, районти 31-мĕш пушар чаçĕн художество пултарулăх коллективĕ финала тухнă 6 ушкăн хушшинче республикăра 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Вĕсем Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илнĕ.

Художество пултарулăх коллективĕнче камсем пулнине те палăртса хăварар-ха. Çÿлерех асăннă ĕçченсемсĕр пуçне районти пушар чаçĕн чысне Сергей Жуков, Герман Крылов, Андрей Прохоров, Александр Антонов, Андрей Жуков, Алексей Шемекеев, Юрий Иванов хÿтĕленĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕ ытти ĕç коллективĕсене те хавхалантармалла.

Пушар чаçĕн коллективĕ номерсене хатĕрлеме пулăшнăшăн районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсене тав тăвать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика