АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХ КАПИТАЛĔН ХАКЛАВĔ

16 мая 2009 г.

 

Пĕтĕм Раççейри халăхăн 2010 çулхи çыравĕччен çулталăк çурă юлчĕ. Патшалăх пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленсе ирттерессине Чăваш Енре еплерех йĕркеленипе Федерацин патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертÿçи Ю.Марков паллаштарать.

— Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Владимир Чуров ĕçлĕ çÿревпе Хусанта пулнă чух пĕлтерĕшлĕ икĕ кампани — халăх çыравĕпе суйлав — пĕр килесси пирки асăнчĕ. Юрий Климентьевич, кун пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?

— Çакăн йышши мероприятисене йĕркеленĕ чух суйлав тата çырав участокĕсем валли пĕрешкел пÿлĕмсемпе усă кураççĕ, хула, район, сала активĕн пĕр çыннисенех хутшăнтараççĕ. 2010 çулхи суйлава куçарас пирки хăшпĕр регионта сÿтсе яваççĕ ĕнтĕ. Çакăнта, паллах, çывхарса килекен çырав ирттерессипе çыхăннă сăлтав та витĕм кÿрет. Владимир Чуров шухăшĕпе, асăннă мероприятисен вăхăтне улăштармалла. Уйрăммăн илсен, суйлавăн пĕрлехи кунне 2010 çулхи юпа уйăхĕнчен раштава куçармалла.

Тен, çырава тепĕр вăхăтра ирттерес пирки те ыйту çĕкленĕ. Анчах унăн датине чуххăмăн палăртман-çке. Çакна шута илнĕ — кампани ирттерме кĕркунне шăпах меллĕ: çынсем отпускра пулнă, студентсемпе шкул ачисем вĕренĕве пуçăннă. Тĕрĕссипе, халăхăн чи пысăк йышĕнчен ыйтса пĕлме май килет.

Енчен те суйлав вăхăтне куçарма йышăнаççĕ тĕк çырав республикăра пурăнакансен йышне — суйлавçăсене тĕрĕс палăртать.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне тепĕр вăхăтра ирттерме хистекен сăлтав бюджет укçине уйăрассипе çыхăнма пултарать. Росстат ертÿçи Владимир Соколин пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çулхи юпа уйăхĕнчи çырава кризиса пула куçарма пултараççĕ. Халĕ асăннă мероприяти валли 11 млрд. тенкĕ уйăрасси пирки калаçусем пыраççĕ.

— Уçăмсăрлăха пăхмасăр Росстат тата унăн территори органĕсем хатĕрленÿ ĕçĕсене малалла пурнăçлаççĕ...

— Чăвашстат çырава хатĕрленме 2008 çултах тытăнчĕ. Ку ĕçре муниципалитетсем нумай пулăшаççĕ. Тĕрĕссипе, хăйсен территорийĕнчи халăх йышĕн кăтартăвĕсем вĕсемшĕн пĕлте-рĕшлĕ, мĕншĕн тесен бюджетран уйăракан укçа калăпăшĕ çакăнпа тÿрремĕнех çыхăннă.

Çырава хатĕрленсе ирттерес енĕпе правительство тата Чăвашстат шайĕнчи комиссисемсĕр пуçне муниципалитет район-хули округĕсенче вĕсем — 29, хула-ял тăрăхĕсенче — 268. Паянхи кун тĕлне муниципалитет районĕсен, хулисен тата вĕсен тытăмĕнчи муниципалитет йĕркелĕвĕсен чиккисене саккунпа çирĕплетнĕ, урамсен ячĕсен аншлагĕсен, çуртсен номер паллисен пахалăхне хакланă. Республикăра пурĕ 258 пин çурта тĕрĕсленĕ, вĕсен 14 проценчĕн номер паллисене тата урамсен 2 проценчĕн аншлагне улăштарма йышăннă. Çак ĕçе кăçалхи утă уйăхĕ тĕлне вĕçлемелле.

Федераци миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ шалти ĕçсен органĕсемпе пĕрле çынсене пурăннă, пулнă вырăнсенче шута илнĕ тата регистрацирен кăларнă чух йĕркене пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ. Иртнĕ çул тата кăçалхи пĕрремĕш кварталта çапла майпа халăхăн 83 процентне тĕрĕсленĕ, 6559 гражданин тĕлĕшпе çитменлĕх тупнă.

Хуçалăх кĕнекисене тишкернĕ май 2009 çулхи иккĕмĕш квартал тĕлне унта кĕртмен 924 çынна тупса палăртнă, 999-шĕ тухса кайнине кăтартман, 1521-шĕ вăхăтлăх пурăнманнине шута илмен.

— Çырав ирттерме кадрсем хатĕр-и, пÿлĕмсем уйăрнă-и?

— Чăвашстат тытăмĕн подразделенийĕсене кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăйсемпе çирĕплетнĕ. Çырав тата инструктор участокĕсене вырнаçтарма пÿлĕмсем суйлатпăр. Вĕсене хуралпа, сĕтел-пуканпа тата телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтермелле. 2010 çулхи халăх çыравĕпе çыхăннă тăкаксене оптимизацилес тĕллевпе çыравçăсем валли 2002 çулта уйăрнă портфельсем пурри-çуккине, архив стеллажĕсене, ытти пурлăх комплектне тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Çапла вара çитес çулта кашни çынран ыйтса пĕлесси самаях йÿнелет.

Хатĕрленĕвĕн тĕп мероприятийĕсенчен пĕри — çуртсен списокне туни тата картографи материалне тишкерни. Çак тĕллевпе кăçалхи утă-çурла уйăхĕсенче штатра тăман вăхăтлăх ĕçченсене — регистраторсене тĕрĕслеве хутшăнтаратпăр. Çу уйăхĕнче Чăвашстатăн тĕп тата ертсе пыракан специалист-эксперчĕсем, райoн-хулари уполномоченнăйсем уйрăм ĕçсене автоматизацилес ыйтупа вĕренÿре пулаççĕ.

— Çырав программи хальхи Раççей условийĕсемпе пĕр килет терĕр, çакна уçăмлатса памăр-ши?

— Вĕренÿ шкалине палăрмаллах анлăлатнă, пурнăç условийĕсене пайăрлатнă, тăван чĕлхепе çыхăннă ыйтусен пĕтĕмлетĕвне тĕрĕсрех тунă. Сăмах май, 2002 çулта нацилĕх ыйтăвĕ чылай тавлашу çуратнăччĕ. Ăна 2010 çулхи çырав программине кĕртрĕç-кĕртрĕ-çех: асăннă мероприяти кăна халăхăн наци тытăмне сăнлама май парать вĕт. Асăннă кăтартусем çĕршывăн наци политикине йĕркелеме, Раççей Федерацийĕн нумай нациллĕ субъекчĕсенче вара — халăхсен хушшинче пĕр танлăх хутшăнăвĕ тата вĕсене упраса хăварма, аталантарма тивĕçлĕ услови тума кирлĕ. Çырав вăхăтĕнче титуллă наципе мĕн пулса иртнине, унăн вĕренÿ шайне пĕлĕпĕр, тупăш çăл куçне, çынсен пурнăçĕн пахалăхне хаклакан ытти кăтартăва уçăмлатăпăр. Çакна тĕпчесе пĕлĕпĕр: титуллă наци титуллах шутланать-и? Раççей Федерацийĕн чылай субъектĕнче çавăн йышши нацин чăн-чăн ятне палăртакан пахалăх чакса пыни вăрттăнлăх мар. Хамăр республикăна илес тĕк — халăхăн этнос тытăмĕнче 2002 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх чăвашсем 67,7 процент шутланаççĕ.

2009 çулта халăхра çыравпа çыхăннă ăнлантару ĕçне çÿллĕ шайра ирттермелле. Мĕншĕн тесен çынсене тĕрĕс шута илни кил хуçалăхĕ, çынсене çыхăнтаракан тăванлăх пирки тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума май парĕ, "Раççей çемйипе мĕн пулса иртет; Хут уйăрман мăшăрлану тÿпи мĕнлерех; Çакă ача çуратассине епле витĕм кÿрет?" — йышши ыйтусене хуравлĕ, çынсем ÿсĕм тăрăх вырнаçнине, вĕсем пурăннă вырăна, тупăш çăл куçне уçăмлатĕ.

Юлашкинчен çакна асăнмалла: çырав Раççейри халăх капиталне хаклассин шутлавне тĕрĕс кăтартĕ. Çакă вара патшалăх пĕлтерĕшлĕ чылай тĕллеве татса памалли никĕсе хывăнать.

- Калаçушăн тав, çырава хатĕрленсе кĕтсе илес ĕçре ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика