АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂВАН ЧĔЛХЕ СĂПКИ

13 мая 2009 г.

«Чăвашсемĕр! Сире телей сунатăп,

Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.

Мансан – чĕлхесĕр янавар пулатпăр,

Чĕлхе пулсан – пĕтместĕр ĕмĕрте!»

Çак сăмахсемпе Р.Сарпи поэт тăван чĕлхене упраса хăварма йыхăрать. Ăна аталантарса упраса хăварасси вăл, чи малтан, вĕрентекенсенчен нумай килет. Çавна асра тытсах Чăваш наци конгресĕпе ЧР Вĕрентÿ министерстви 2009 çулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен династийĕсен «Тăван чĕлхе сăпки — çемье» конкурс йĕркеленĕ. Республикăра пуçласа иртекен тупăшăва пурĕ 16 ушкăн хутшăнма кăмăл тунă. Вăрнар, Шупашкар, Канаш, Комсомольски, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Элĕк, Елчĕк районĕсен тата Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчен пуçтарăннă пултаруллă ĕçченсем.

Конкурса йĕркелекенсем «Династисем», «Вĕрентекенпе ун çулĕпе утакансем» номинацисенче мала тухнисене палăртнă. Ăмăртăва хутшăнакансен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен ĕç вырăнне, миçе çул ĕçленине, тăванлăха, вĕсен çулĕпе утакансене тата çитĕнĕвĕсене палăртма тивнĕ. Ку ĕç кăткăс та яваплă. Çапах та çанă тавăрса ĕçлени сисĕнет.

Пултаруллă вĕрентекенсене чăваш чĕлхи кунĕнче Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче чысларĕç. Çак кун чăн-чăн уяв пулчĕ. Пуçтарăннă хăнасене çак çуртра чăн чăвашла калаçни савăнтарчĕ. «Кĕмĕл тумлă халăх», «И.Я.Яковлев — чăваш халăхне çутта кăлараканĕ», «Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа скульптура ĕçĕсем» куравсем те питĕ вырăнлă пулчĕç.

Конкурса хутшăннă вĕрентекенсене Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.А.Абрамов, ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕ В.В.Матвеев, Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ С.В.Кудряшов, педколледж директорĕ В.В.Сапожников, Вĕрентÿ министерствин ĕçченĕ И.В.Ядранская, район тата шкул ертÿçисем саламларĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç.

Уява ертсе пыракансем мала тухнă çĕнтерÿçĕсене пĕрин хыççăн теприне сцена çине тухма ыйтса вĕсем çинчен каласа пачĕç, презентаципе паллаштарчĕç, ăшă сăмахсем каларĕç. «Илемпи» ача-пăча коллективĕ, «Ĕмĕт» фольклор ансамблĕ, «Янташ» ушкăн, «Кĕмĕл сасă» конкурс лауреачĕсем Д.Пукач, Э.Ильина, С.Хасанова тата ыттисем те юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Пирĕн районтан çак конкурса Светловсен – Гладковсен – Сергеевсен династийĕ хутшăнчĕ. Династире пурĕ 8 вĕрентекен, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 204 çул. Вĕсен çулĕпе утакансем – вăтăр çиччĕн. Ку вăл – конкурсантсем хушшинчи чи пысăк династисенчен пĕри. Çавăншăн вĕсем ятарлă парнене тивĕçнĕ. Çак династире – иккĕмĕш сыпăкри тăвансем тата вĕсен ачисем.

Династие пуçарса яраканĕ – Александра Николаевна Светлова. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн 45 çул Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. «Мĕн ачаран пĕлÿ илес тесе шутланă. Йывăр вăхăтра ÿссе çитĕнтĕмĕр пулсан та, вĕренме май пулчĕ. Атте-анне чĕлхине пурнăç тăршшĕпех кăмăлтан вĕрентрĕм»,— каласа парать халĕ 77 çулхи ĕç ветеранĕ. Александра Николаевнăн хĕрĕ те, Л.Н.Кокшина, унăн çулĕпех кайнă. Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулсан та ĕç стажне тăван чĕлхерен пуçланă. Нумаях ĕçлемен пулин те, вăл вĕрентнĕ ачасем ун çулĕ çине тăнă.

Лидия Ивановна Гладкован ĕç стажĕ – 38 çул. Педагогика институчĕн чăваш-вырăс уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Хирти Сĕнтĕр тата Нĕркеç ялĕсенчи ачасене тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă. Хăй те юрра-ташша, сăвва ăстаскер, ачасене çеç мар, ялти яш-кĕрĕме те çак ĕçе явăçтарнă. «Чăваш йăли-йĕркине, сăмах-юмахне сыхласа упрасси, аталантарасси – чи кирли. Вăйă-улах, туй-çăнăхта, çăварни-мăнкун уявĕсем асран ан тухчăр»,— тет вăл. Паянхи кун та вăл, 74 çулхи ĕç ветеранĕ шкул ачисене, мăнукĕсене çак ĕçре пулăшма тăрăшать. Лидия Ивановнăн çулĕпе утакансем — вун улттăн. Вĕсем тĕп хулара тата районта чăвашлăхшăн тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри – унăн хĕрĕ С.Г.Индюкова, аслă категориллĕ учитель. Вăл 23 çул çак ĕçре. Халь Комсомольски 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентет, шкулти тата районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Унăн вĕренекенĕсем çулсерен районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, республикăри ăмăртусенче палăраççĕ. Чăваш ачисем кăна мар, вырăс, тутар тата ыттисем те чăвашла вĕренеççĕ, калаçма хăнăхаççĕ.

Е.В.Шатилова тата Н.А.Светлова вĕрентекенсен ĕç стажĕ те 35 çултан иртнĕ. Вĕсем Хирти Сĕнтĕр ялĕнче кĕçĕн классенчи ачасене пĕлÿ параççĕ.

«Вăлах вĕрентрĕ вулама,

Таса, хитре çырма.

Пăхмасăр сăвă калама,

Тăван çĕре савма»,— тесе калас килет В.Пехил сăмахĕсемпе.

Вĕсен çывăх тăванĕсем те — чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем. А.П.Светлова Канашри 9-мĕш номерлĕ шкулта тăрăшать. Хула ачисене 12 çул чăвашла таса та илемлĕн калаçма вĕрентет. Ачасемпе час-часах тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсем ирттерет, экскурсисене çÿрет.

А.В.Ласточкина Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ физикăпа математика лицейĕнче 12 çул тĕрлĕ халăх ачисене пĕлÿ парать. Ачасене чăваш чĕлхипе кулленхи пурнăçра усă курма хăнăхтарать. Пултаруллă, хастар. Вĕренекенсем тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Пурнăç кустăрми шав малаллах шăвать. Светловсен династийĕнче те тăван чĕлхишĕн чунне паракансен йышĕ ÿссех пырать. Çамрăк ăрури ĕçтешсем чăваш чĕлхинчен ютшăнманнишĕн чун хĕпĕртет, мăнаçланать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика