13 мая 2009 г.
Майăн 12-мĕшĕнче районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта хутшăннисем «2005—2010 çулсенче Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтересси» программăна районта епле пурнăçлани çинче чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех централизациленĕ системăри ĕçмелли шывăн пахалăхне те сÿтсе яврĕç. Ларăва, яланхи пекех, комисси председателĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов ертсе пычĕ. Унта Асанкасси, Комсомольски, Чĕчкен, Хирти Сĕнтĕр, Хырхĕрри тата Урмаел ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене те чĕннĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисем вĕсен территорийĕсенче çÿлерех асăннă ыйтусемпе мĕнле ĕçсем пурнăçлани пирки каласа пачĕç.
Çу уйăхĕ типĕ те шăрăх тăрать. Çавăнпа çимĕçсене тăтăшах шăварма тивет. Анчах çакăн пирки Комсомольски ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен иккĕмĕш-виççĕмĕш хучĕсене шыв тăтăшах кирлĕ чухлĕ пырса тăраймасть. «Водоканал» предприятин директорĕ С.Н.Макаров шыв уçлакан башньăсем мĕншĕн тулли хăватпа ĕçлейменнине ăнлантарчĕ. Халăх вара коммуналлă службăсене ÿпкелеме пуçлать. Тĕрĕссипе, шлангăран пахчисене шăваракансем хăйсемех айăплă вĕт ĕнтĕ, тирпейлĕрех пулсан шыв каплах тăкакланмĕччĕ.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел районĕнчи территориллĕ уйрăмĕн начальникĕн çумĕ А.Н.Прохоров башньăсенчи шывпа перекетсĕр усă курни инкек патне илсе çитересси пирки ăнлантарса пачĕ, ĕçмелли шыв пахалăхĕпе тивĕçтертĕр тесен вырăнсенче мĕнле ĕçсем тумалли çинчен каларĕ.
Источник: "Каçал Ен"