13 мая 2009 г.
Аслă вăрçă çулĕсем аяккарах юлнăçемĕн, ветерансем, тыл ĕçченĕсем пирĕн хушăмăрта сахаллансах пыраççĕ. Вĕсем районта 77-ĕн. Паттăрсене тав сăмахĕ калама ĕлкĕресчĕ, пуç таясчĕ.
Район çыннисем Аслă Çĕнтерÿ уявне çулсеренех чаплăн та анлăн паллă тăваççĕ. Майăн 9-мĕшĕ хĕвеллĕ те ăшă, ятарласа ыйтнă евĕрех, пулчĕ.
Аслă Çĕнтерÿ килнĕренпе 64 çул çитнине уявлама вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, шкул ачисем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем, хăнасем пуçтарăнчĕç.
Савăнăçлă уява район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ. Вăл чĕрене витермелли сăмахсемпе район çыннисем те Аслă çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. «Çĕнĕ ăрăва телейлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансен, тыл ĕçченĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Сирĕн паттăрлăх вилĕмсĕр»,— палăртрĕ Геннадий Федорович.
Салам сăмахĕсемпе районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Е.И.Карпеев, районăн çар комиссарĕ П.Г.Васюков калаçрĕç. Мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансене ăшă сăмахсемпе тав турĕç.
Ун хыççăн митинга хутшăннисем вăрçăра пуç хунă ентешĕмĕрсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Малалла çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ. Шкул ачисем ветерансен умĕнче мăнаçлă туйăмпа çирĕппĕн утса иртрĕç.
Каярахпа район пуçлăхĕ, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем вăрçăра пуç хунă паттăрсене чысласа палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Вăрçă темипе çыхăннă кĕвĕ-çемĕ те пуçтарăннисен чунне хумхантарчĕ. Ольга Буслаева «Тучи в голубом» юрă юрласа куракансен чĕрисене тыткăнларĕ. Çак юрăпа районти культурăпа кану центрĕн тата районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем лартнă композици пурне те килĕшрĕ. А.Тарасовпа В.Ванюркин «Три танкиста» юрăпа хăйсем чăннипех те артистсем пулнине çирĕплетрĕç. Концерт программине районти искусство шкулĕн ачисем «Илемлĕ» тата «Родина моя» ташăсемпе вĕçлерĕç.
Митинг вăхăтĕнче Совет Союзĕн Геройĕсем çуралса ÿснĕ ялсенчен килсе çитнĕ спортсменсен ушкăнĕсем ентешĕсен бюсчĕсем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе районти тĕп стадионта футбол турнирĕ пулчĕ. Ăна спортсменсем вăрçă çулĕсенче ентешсем тунă паттăрлăхĕпе хастарлăхне чĕрере упранине халалларĕç. Ăмăртăва 10 команда хутшăнчĕ. Вĕсем: Комсомольски, Тукай, Асанкасси, Шурут, Нĕркеç, Йăлмахва, Урмаел ялĕсен, «Дружба» ЯХПК, «Химик», «Динамо» командисем.
Чăн-чăн спорт пиçĕхнисене çеç юратать çав. Хĕрÿ тупăшура Комсомольски ял поселенийĕн тата Тукай Мишер ялĕн командисем пĕрремĕш вырăншăн финала тухрĕç. Вăйă вĕçĕ яланах интереслĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне комсомольскисем тивĕçрĕç. Тукаймишерсем – иккĕмĕш, асанкассисем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вăййа курма кăмăллакансем те йышлăн пухăннă.
Источник: "Каçал Ен"