30 апреля 2009 г.
Апрелĕн 27-мĕшĕнче «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн политканашĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Ăна ирттерме «Единая Россия» партин Чăваш Республикинчи политканаш секретарĕн çумĕ П.С.Краснов, РФ Пенси фончĕн оеспубликăри управляющийĕ Р.А.Кондратьева, регионти партин тĕп специалисчĕ В.Н.Грачев килсе çитнĕ. Кун йĕркинче сÿтсе явма 5 ыйту тăратнă. Конференцире «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Г.Ф.Волков отчет туса пачĕ. Ун хыççăн партин политканашĕн Комсомольскинчи уйрăмĕн ертÿçин çумĕ В.Н.Гаврилов, Хырай Ĕнелĕнчи вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Л.М.Макарова, районти политканаш секретарĕн çумĕ И.Х.Минетуллин, политсовет членĕсем А.А.Яковлев, Г.Г.Ракчеев тухса калаçрĕç, ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç.
Пухăннисем партин районти уйрăмĕн политканашĕн секретарьне район пуçлăхне Г.Ф.Волкова суйланă.
Регионти 15-мĕш конференцие кайма Г.Ф.Волкова, В.Н.Гаврилова тата И.Х.Минетуллина суйларĕç.
Çавăн пекех пуçтарăннисем «Единая Россия» партие çĕнĕрен кĕнисене билетсем парса саламларĕç.
Источник: "Каçал Ен"