АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп утăмпа утасчĕ

30 апреля 2009 г.

 

Район территорийĕнче вырнаçнă чылай çурта юлашки вăхăтра çĕнĕ сăн кĕртме тытăнчĕç. Çивиттине улăштараççĕ, тулаш енчен те илем кÿреççĕ. Тĕпрен илсен, çуртсене юсаççĕ. Çак ĕçе кам йĕркелет-ши тесе «Пурăнмалли çуртт тата коммуналлă хуçалăхăн районти управляющи копанийĕ» ОООна çул тытрăм. Чылай ыйту çине хурав тупас тесе Людмила Антиповна Соловьева директорпа тĕл пултăм.

— Людмила Антиповна, нумай хваттерлĕ çурт тăррисене юсассине кам йĕркелет-ши?

— Çакна «Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхсене реформăлакан фонд» çинчен калакан федераллă саккунпа тата Чăваш Республикинче пурнăçланакан «Нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсав тăвасси» адреслă программăпа килĕшÿллĕн тăваççĕ. Ăна 2008—2011 çул валли хатĕрленĕ. Çак программăна пурнăçласа кăçал районти 13 çурта çĕнетме палăртнă. Çак ĕçе пуçăннă та. Юсава пахалăхлă та вăхăтра ирттерме ятарласа, комисси мелĕпе, подрядлă 3 организацие суйласа илнĕ. Хальлĕхе вĕсем хăйсен укçи-тенкипех ĕçлеççĕ. Тĕллевлĕ программăпа укçа куçсан эпир вĕсене тавăрса паратпăр. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем те юсав ĕçĕсене пурнăçлама укçа пуçтарчĕç. Шел, хăшĕ-пĕри паянхи кун та укçа-тенке кассăна хывман. Çакă чăрмав кăларса тăратма пултарать. Вĕсене çийĕнчех тÿлеме ыйтасшăн. Палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçламаллах.

— Хваттершĕн çынсем вăхăтра тÿлеççĕ-и е чăрмавсем пур?

— Ку енĕпе яланах кăткăслăх пулнă. Хваттерсенче пурăнакансем хушшинче электроэнергишĕн, ăшăшăн, шывшăн тата ыттишĕн вăхăтра тÿлеменнисем те пур. Çавна пула эпир те ытти предприятисене парăма кĕрсе каятпăр. Тĕслĕхрен, Ф.И. Младшая (Кабалин микрорайонĕ,

5—1) 16241,62 тенкĕ, Л.А.Самарина (Заводская урамĕ, 31—9) 19325,37 тенкĕ, С.А.Агаян (Советская урамĕ, 4—16) 14652,33 тенкĕ, Л.В.Митюков (РТП территорийĕ, 2—8) 13073 тенкĕ, И.А.Орлов (70 лет Октября урамĕ, 4—5) 10819,38 тенкĕ, А.М.Самарин (К.Антонов микрорайонĕ, 6—12) 8809,97 тенкĕ парăма кĕрсе кайнă. 3—7 пин тенкĕ тÿлемеллисем те чылайăн. Вĕсене пурне те çак парăмсене çывăх вăхăтра тÿлеме ыйтасшăн. Çийĕнчех темиçе пин кăларса пама йывăррисене ятарлă график та туса паратпăр. Çук. Хваттер укçине пурте вăхăтра тÿлесшĕн мар, хăшĕ-пĕри суда парассипе хăратма пăхаççĕ. Эпир саккунпа килĕшÿсĕр ĕçлетпĕр тесе шутлаççĕ-ши; Парăмçăсемпе çăмăл мар. Килсерен çÿреме те тивет. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр чухне электросчетчиксене тĕрĕслеме тухатпăр. Унсăр пуçне тата нумай хваттерлĕ çуртсене общедомовой счетчик та лартнă. Кăтартусене танлаштарса тĕрĕслетпĕр. Уйрăмлăхсем пулсан, уншăн хваттер хуçисен тÿлеме тивет. Каллех тавлашу сиксе тухать. Вĕсем тÿлесшĕн мар. Кирек мĕнле лару-тăруран та çаврăнса тухма тиветех. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен тем пекехчĕ те.

— Людмила Антиповна, халĕ чылай çĕрте унчченхи пех çÿп-çап пуçтармалли контейнерсем лармаççĕ. Трактор ирсерен çÿп-çапа тиеме рейса тухать. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши?

— Чи малтанах К.Антонов микрорайонĕнчи, унтан Кабалин микрорайонĕнчи контейнерсене илтĕмĕр. Графикпа килĕшÿллĕн трактор тасамарлăха пуçтарма çула тухать. Çакна çÿп-çапран кăштах та пулин тасалас тесе йышăнăтăмăр. Мĕншĕн тесен унччен контейнерсем тавра ăпăр-тапăр çаплах выртатчĕ. Халĕ вара кăштах тирпей-илем кĕни сисĕнет. Малашне ку йĕрке çаплах пулĕ.

Тĕслĕхрен, пирĕнпе килĕшÿ тусан ытти урамсене те çÿп-çапа илсе тухма техникăпа тивĕçтерме пултаратпăр. Кун пек меллĕрех пулĕ, шăпах çуркунне çÿп-çап çиеле тухать, пуçтарнă хыççăн тăкмалли те чылай. Кăмăл пулсан килĕр, килĕшÿ тума эпир яланах хавас.

— Çитĕнÿсем ĕçченсен тăрăшулăхĕнчен нумай килеççĕ. Чи маттуррисем камсем?

— Управляющи компани «Водоканал» УАПпа килĕшÿ туса ĕçлет. Йыш хальхи вăхăтра 40 яхăн çынна пĕрлештерсе тăрать. Акă, В.Крысовпа А.Тихонов водительсем шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсем çÿп-çапа тиесе каяççĕ. Таса мар шыва та турттарса тăкаççĕ. Р.Абдулхаков тракторист та кунсерен ир-ирех рейса тухать.

— Сире кулленхи ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр. Компани кунран-кун экономика енчен аталанса пытăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика