АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НАЛУКСЕНЧЕН ХĂТĂЛАЙМĔÇ

18 апреля 2009 г.

 

Çак кунсенче Чăваш Республикинчи Федераллă налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекци начальникне Вячеслав Александрович Антонова çирĕплетнĕ.

Вăл 1962 çулта Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнче çуралнă. 1980 çулта Канашри финанс техникумне пĕтернĕ. Çав çулах Совет Çарĕнче Германи çĕрĕ çинче службăра тăнă.

Авланнă. Мăшăрĕпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтереççĕ.

Вячеслав Александрович Сĕнтĕрвăрри, Канаш хулисенче тĕрлĕ вырăнсенче ĕçленĕ. Вăл, кунта куçиччен, Канаш хулинчи 4-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕнче тăрăшнă. Вăл экономика тата юридици енĕпе икĕ аслă пĕлÿ илнĕ.

Пирĕн районта налук пухас енĕпе еплерех-ши? Çак ыйтăва В.А.Антонов уçăмлатрĕ.

— Кăçалхи 3 уйăхра федераллă бюджета 4461 пин тенкĕ, республика бюджетне — 8095 пин тенкĕ, вырăнти бюджета 10918 пин тенкĕ налук хывнă. Республика бюджетне пĕлтĕрхи кăтартуран 11,1 процент ытларах укçа кĕнĕ. Предприяти, организаци ертÿçисем хăш чухне тĕрĕсленĕшĕн кăмăлсăрланаççĕ. Пирĕн специалистсем малтан налук декларацине тишкереççĕ. Унта уçăмсăр самантсем пур пулсан — ку пирĕншĕн хăйне евĕрлĕ сигнал пулса тăрать. Малалла декларацисене хамăр ресурссенчи информаципе танлаштаратпăр. Ун хыççăн вырăна тухса налук тĕрĕслевĕ ирттеретпĕр. Инспекци ĕçченĕсем виçĕ уйăхра вырăна тухса 2 тĕрĕслев — пĕр ял хуçалăх предприятине тата пĕр харпăрлăх предпринимателе — ирттернĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче 5610 пин тенкĕ шута илменнине палăртнă. Саккуна пăснăшăн 800 пин тенкĕлĕх штрафланă. Пысăк суммăллă налук парăмçă- предприятисене, организацисене асăнса хăварас килет. Вĕсем: «Резерв» ООО — 441 пин тенкĕ, «Культура» ЯХПК — 244 пин тенкĕ, «Комсомольский «Водоканал» УАО — 166,4 пин тенкĕ тата ытти те.

— Вячеслав Александрович, налук органĕсем прокуратура, ГИБДД ĕçченĕсемпе, суд приставĕсемпе рейдсем ирттернĕ вăхăтра нумай па-рăмçăран укçа шыраса илеççĕ пуль?

— Нумаях пулмасть пирĕн ĕçченсем прокуратура, ГИБДД сотрудникĕсемпе саккуна пăсакан «вăрттăн» таксистсене тупса палăртас енĕпе ĕçлерĕç. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çавна май йĕркене пăснă 6 тĕслĕх тупса палăртнă. Айăпа кĕнисене 6 пин тенкĕлĕх штраф панă. Паянхи кун нумай таксист хăйсен бизнесне легализациленĕ. Ку вара — вырăнсенчи бюджетсен налук тупăшĕн хушма çăл куçĕ. Алкоголь продукцийĕн çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунсене пурнăçлас енĕпе те рейдсем ирттеретпĕр. Йĕркене пăснă 4 тĕслĕх тупса палăртнă, айăпа кĕнисене 3500 тенкĕлĕх штрафланă. Пирĕн инспекцинче «шанăç телефонĕ» ĕçлет. Енчен те налук саккунĕсене пăснине курсан е илтсен граждансене 5-10-42 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа евитлеме ыйтатпăр. Пĕлтернĕ пĕтĕм информаципе тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттеретпĕр.

Суд приставĕсемпе те кăçал транспорт налукĕ шыраса илес тĕллевпе нумай рейд йĕркелерĕмĕр.

— Мĕнех, калаçушăн тавтапуç. Вырăнти бюджета укçа татах та нумайрах кĕтĕр, вара пирĕн район хитререх те пуянрах пулĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика