18 апреля 2009 г.
Кризиса пула йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене паянхи кун пулăшу питĕ кирлĕ. Çавăн пек тĕллевпе ĕçлет те ĕнтĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр. Ăна 1991 çултанпа Н.В.Антонов директор ертсе пырать. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пуласлăхĕпе паллашма Николай Витальевичпа курса калаçрăм.
— Николай Витальевич, ентешсем мĕнле сăлтава пула сирĕн пата килсе учета тăраççĕ?
— Учета тăма нумайрах чухне хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем (51 проценчĕ), предприятире вăй хуракансен штатне пĕчĕклетнине пула (7,6 процент) пирĕн пата килеççĕ. Районти пилĕк çемьере — арăмĕ те, упăшки те ĕçсĕррисен шутĕнче. йышĕ ÿсет те, чакать те. Асăннисенчен инвалидсем – 22 çын, пенси çулне çывхаракансем –16 çын, нумай ачаллисем – 8 çын, çур çул тата ытларах вăхăт ĕç тупайманнисем – 21 çын. Республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,66 процент пулсан, пирĕн районта çак кăтарту 1,94 процентпа танлашать. Ку, паллах, япăх мар.
«Ĕçсĕрлĕхĕн хĕрарăм сăнĕ»,— теççĕ халăхра. Ĕç шыракансем хушшинче хĕрарăмсем нумай пулни пăшăрхантарать. Центрта тăракан пур йышран 54,6 проценчĕ — шăпах вĕсем.
Эпир, паллах, кунта шутра тăракана иккĕмĕш професси хальхи вăхăтра ытларах кирлине, ăна суйласа илессине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Кăмăл пуррисене центр шучĕпе тĕрлĕ курссене вĕренме яратпăр. Кăçал 3 уйăхра кăна çак меслетпе 35 çын професси ăсталăхне ÿстернĕ е иккĕмĕш специальноç илнĕ. Çакăн хыççăн вĕсенчен 90 проценчĕ яланлăха ĕç вырăнĕ тупрĕ.
Ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене яланлăх тата вăхăтлăх вырăн тупса пама вакансисен, вĕрен-тĕвĕн ярмăрккисене ирттерни пысăк пулăшу кÿрет. Ăна эпир кăçал пĕр хутчен — çамрăксем тата хĕрарăмсем — хушшинче йĕркелерĕмĕр. Професси суйласа илес ыйтупа час-часах çамрăксемпе тестсем, калаçусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă, юлашки хут 2008 çулхи ноябрь уйăхĕнче «Действуй и найдешь работу» темăпа тренинг йĕркелерĕмĕр. Ăна Шупашкарти «Аспект» вĕрентÿпе методика центрĕнчен килнĕ психологсем ирттерчĕç.
— Пĕлетĕп, эсир руководительсене те тĕрлĕ енлĕ право йĕркипе пулăшусем паратăр. Штата пĕчĕклетнĕ чух ĕçре хăвармалли ирĕкпе чи малтан камсем усă кураççĕ?
— Асăннă ирĕкпе пысăк тухăçлă тата квалификациллĕ ĕçченсене чи малтан тивĕçтереççĕ. Йыша чакарнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларса яма палăртнă кандидатсен ĕç тухăçлăхĕн тата квалификацийĕн кăтартăвĕсем пĕр пек пулнине документпа çирĕплетсен ĕçре юлмалли ирĕкпе усă куракансем çаксем:
— çемьеллĕ çынсем — çемьере ĕçлеме пултарайман икĕ е ытларах çын пĕтĕмпех унăн шу-чĕпе пурăнсан е унăн пулăшăвĕ вĕсемшĕн пурнăçа тытса пымалли пĕртен-пĕр çăл куç шутлансан;
— унсăр пуçне хăйсем тĕллĕн ĕçлесе илме пултарайман çынсем кăна пулсан;
— ĕçпе тивĕçтерекен патĕнче тăрăшнă тапхăрта сусăрланнисем — професси чирĕпе нушаланакансем;
— ĕç паракан палăртнипе ĕçленĕ вăхăтрах квалификацие ÿстерме янă çынсем;
— изобретени авторĕсем;
— çар çыннисен арăмĕсем;
— призывпа çар службине илнĕ служащисен пĕччен амăшĕсем, радиаци витĕмне пула пайăрка чирĕ е ытти амак лекнĕ е вĕсене тÿссе ирттернĕ çынсем.
— Николай Витальевич, районта çуллахи вăхăтра çул çитмен çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси епле-ши?
— Пирĕн центр йывăр лару-тăруллă çемьесенчи, ашшĕ-амăшĕ ниçта та ĕçлемен, çул çитменнисен комиссийĕнче учетра тăракан 14 çултан пуçласа 18 çула çитмен çамрăксене ĕç вырăнĕ тупса пама тăрăшать. Паянхи куна 5 ĕç параканпа 40000 тенкĕлĕх 5 договор тунă. Вăл шутра Чĕчкен ял поселенийĕнче 9 çынна, Урмаел — 9, Хирти Сĕнтĕр — 12, Кĕçĕн Çĕрпÿел — 9, Тăманлă Выçли вăтам шкулĕ 28 çынна ĕç тупса панă.
— Хăвăра çак ĕçре пулăшса пыракансемпе çывăхрах паллаштармăр-и?
— «Коллективра — вăй»,— теççĕ халăхра. Центрта ĕçлекенсем пирки ырăпа кăна калас килет. Вунултă çула яхăн Раиса Ивановна Пермякова тĕп бухгалтерта тăрăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Раççей Федерацийĕн Хисеп грамотине тивĕç пулнă. Ираида Алексеевна Мурзаева, Надежда Николаевна Дряблова, Лариса Николаевна Иванова ертсе пыракан инспекторсем ĕç шыракан çынна пулăшма хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ. Мана 2001 çулта РФ Хисеп грамотипе наградăлани ĕçлеме хавхалантарчĕ. Акă, 2008 çулта эпир кăтартусемпе республикăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Ку, паллах, тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулман.
— Çакăн пек лайăх ĕçлесе пынинс сăлтавĕсенчен пĕри çемьери килĕшÿ пуль. Пĕлетĕп, сирĕн мăшăр — Альбина Алексеевна — типтерлĕ те пултаруллă хĕрарăм. Çемье вучахне упраканĕ.
— Çапла тесе шутлатăп. Çемьере килĕшÿ, ăнлану çук чухне ĕçре те ăнăçу пулмасть. Мăшăрпа икĕ ача пăхса çитĕнтертĕмĕр. Ывăл — Сергей — Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ. Вăл хирург пулма ĕмĕтленет. Хĕрĕмĕр Алина асăннă университетра экономика факультечĕн студентки. Пурте ачасемшĕн пурăнатпăр. Вĕсенчен пархатарлăхне курма ĕмĕтленетпĕр.
Ватăсене те пулăшма манмастпăр. Манăн анне — Лидия Моисеевна — Йăлмахва ялĕнче пурăнать. Час-часах ун патне çитсе пулăшма тăрăшатпăр.Сăмах май каласан, пенсионерсене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçалхи çур çула 25 экземпляр «Хыпар» хаçат çырăнса пачĕ.
Пирĕн малашне те учета тăракан çынсене кĕске вăхăтрах кăмăла каякан ĕçпе тивĕçтермелле пултăрччĕ. Çавăншăн тăрăшатпăр та.
Источник: "Каçал Ен"