АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇРЕ МАТТУР, ТАШĂРА ПУЛТАРУЛЛĂ

18 апреля 2009 г.

 

Чи пархатарлă та йывăр ĕçсенчен пĕри вăл — пушар хуралĕнче тăрăшасси. Инкек сиксе тухсан, вут-кăвар алхассан вĕсем чи малтан пулăшма васкаççĕ. Кунта кашни çеккунтпа, минутпа пĕлсе усă курмалла. Унсăрăн çынсене те, кил-çурта та çăлса хăвараймăн. Вĕсем вун-вун пушар сÿнтереççĕ. Шаннă тивĕçе туллин пурнăçланипе пĕрлех вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма та вăхăт тупаççĕ. Çулсеренех Чăваш Республикинчи пушар чаçĕн ĕçченĕсем хушшинче художество пултарулăхĕн смотр-конкурсне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Унта пирĕннисем чи маттуррисем пулнине пĕрре мар çирĕплетнĕ.

Акă, апрелĕн 13-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче кăнтăр районсенчи пушар чаçĕн ĕçченĕсем черетлĕ смотр-конкурса пуçтарăнчĕç. Вăрнар, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Йĕпреç районĕсенчи пушар хуралĕнче вăй хуракансем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кунта юрри те, ташши те, сценка та пулчĕ. Ашшĕсене пулăшма ачисем те сцена çине тухрĕç.

Районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсен программи чăннипех те пуян пулнине каласа хăварас килет. Вĕсем хăйсен профессийĕ пирки те юрă шăрантарчĕç, сценка лартрĕç. Сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç.

Чи пултаруллисене вара жюри членĕсем палăртрĕç. Пĕтĕмĕшле смотр-конкурс программине туллин хакласан, комсомольскисене çитекенни пулмарĕ, вĕсем — пĕрремĕшсем. Иккĕмĕш вырăнта — йĕпреçсем, вăрнарсем виççĕмĕш пулчĕç.

«Профессиллĕ пултарулăх» номинацире те пирĕн ĕçченсем малти вырăна алăран вĕçертмерĕç. И.Н.Порфирьев баллада вуласа «Художествăлла сăмах» номинацире пĕрремĕш пулчĕ. «Оригиналлă жанр» номинацире Г.Крыловпа М.Дряблов 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

«Пушар чаçĕнче вăй хуракансем ĕçре чăннипех те маттур, çав вăхăтрах мĕн тери пултаруллă иккенне тĕслĕхпе çирĕплетрĕç. Уяв программине хатĕрлеме пулăшнăшăн культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсене тав тăватпăр, халĕ финалти конкурса хутшăнма татах та тĕплĕнрех хатĕрленетпĕр»,— тет С.Алексеев начальник.

Зонăри çĕнтерÿçĕсем, районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем, апрелĕн 29-мĕшĕнче финала хутшăнаççĕ. Вăл Шупашкар хулинче иртет. Ытти çĕнтерÿçĕсемпе вăй виçме тивет пирĕннисене. Финалти смотр-конкурсра та мала тухасса шанатпăр. Ăнăçу сире!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика